Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Чăваш чĕлхи пулăшнă

Чăваш чĕлхи пулăшнă

ТУТАРСТАНРИ Нурлат районĕнче пурăнакан пĕр хĕрарăма çĕрлехи телефон шăнкăравĕ вăратнă. Хăйĕнпе ДПС инспекторĕ тесе паллаштарнă арçын хĕрарăмăн ывăлĕ çул çинче авари туни, çынна вилмеллех амантни çинчен пĕлтернĕ. Ывăлне тĕрмерен çăлма пулать иккен, хăйне 500 пин тенкĕ çеç куçарса памалла.

Хăраса ỹкнĕ амăшĕ телефон патне ывăлне чĕнме ыйтнă. Часах телефонпа вырăсла: «Мама, заплати пожалуйста», - тесе йĕре-йĕре калани илтĕннĕ.

Амăшĕ ывăлĕпе чăвашла калаçма тытăннă: «Вова, мĕн пулчĕ-ха каплах? Укçине ăçтан тупас ĕнтĕ?»

Телефонпа тем мăкăртатни илтĕннĕ те, малтанхи арçын вырăсла: «Что ты ждешь?! Давай быстрее переводи 500 тысяч!» - тесе хыттăн кăшкăрнă.

Амăшĕ хăйпе ултавçăсем çыхăннине ăнланса илнĕ, вара тỹрех телефонпа чăн-чăн ывăлĕпе çыхăнать.

«Анне, пурте йĕркеллех! - тенĕ ывăлĕ. - Санран мошенниксем укçа тăпăлтарса илесшĕн пулнă. Малашне яланах чăвашла çеç калаçăпăр!»

Çапла чăваш чĕлхи хĕрарăма ултавçăсене пысăк сумма укçа куçарса парасран хăтарса хăварнă.

А.АЛЕКСАНДРОВА.



РЕДАКЦИЯ ШЕМУРШИНСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ
13 декабря 2022
10:09
Поделиться