Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Ялти туризма аталантарма

Ялти туризма аталантарма

НОЯБРĔН 25-мĕшĕнчен пуçласа декабрĕн 2-мĕшĕччен Шупашкарта «Туристсене кĕтекен Чăваш Ен» форум ĕçлени çинчен хаçатра çырнăччĕ ĕнтĕ.

Чăваш Республикинчи Ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов «Агротуризм» - «Ялти туризм» сессире пĕрлехи турист маршручĕ туса хуни çинчен пĕлтернĕ. Унта Улатăр, Патăрьел, Канаш, Куславкка, Сĕнтĕрвăрри, Çĕрпỹ, Шупашкар, Етĕрне тата Тăвай районĕсене кĕртнĕ. Маларах турист маршрутне Шăмăршă районне те кĕртесси пирки сăмах пынă, анчах автомобиль çулĕсен пахалăхĕ тивĕçтерменнипе маршрута улăштарнă.

Ялти туризма аталантаракан района патшалăх 10 миллион тенке яхăн грант парса пулăшать.



РЕДАКЦИЯ ШЕМУРШИНСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ
02 декабря 2022
11:10
Поделиться