Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Василий Ермошкин: «Вăрлăхăн та, çыннăнни пекех, паспорт пулмалла»

Василий Ермошкин: «Вăрлăхăн та, çыннăнни пекех, паспорт пулмалла»

АЧА ЧУХНЕ вĕреннĕ сăвă аса килчĕ:
«Осень - копит семена.
А зимой природа дремлет,
И когда весна придет,
Семена ложатся в землю.»

Çак сăвва «Россельхозцентр» ФГБУ филиалĕн Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи уйрăмĕн тĕп агрономĕ Василий Ермошкин та манман иккен. Чăнах та, çур аки таçта аякра-ха, апла пулин те Василий Михайловича вăрлăх ыйтăвĕ паянах канăç памасть. Эпир унпа «Шăмăршă хыпарĕ» хаçат редакцийĕнче чылайччен сăмахласа лартăмăр.

- Василий Михайлович, кăçал пирĕн район рекордлă тухăç пуçтарса кĕртрĕ - кашни гектартан 33,1 центнер. Пỹлмесене 32,8 пин тонна тырă кĕнĕ. Çак çитĕнỹре, паллах, вăрлăх пахалăхне тĕрĕслекен учрежденин тỹпи те пысăк. Ахальтен каламаççĕ вĕт-ха халăхра: «Мĕн акатăн, çавă шăтса тухать».

- Ваттисем нихăçан та шухăшламасăр калаçман. Тĕрĕсех, районти фермер хуçалăхĕсемпе ял хуçалăх предприятийĕсем паха вăрлăх акнипе çеç пысăк тухăç илме пултарчĕç. Çакна шута илсе, çитес çул акма 2197 тонна - кирлинчен чылай ытларах - тĕш тырăсемпе пăрçа йышши культурăсен вăрлăхĕсене хыврĕç.

- Пахалăхĕ пирки мĕн калама пултаратăр?

_ В.Н.Симурзин, А.А.Юнкеров тата Е.В.Пондякова фермер хуçалăхĕсенче тĕш тырăсемпе пăрçа йышши культурăсен вăрлăхĕсем 100 проценчĕпех кондицие ларнă.

Çав вăхăтрах районта çỹп-çаплă вăрлăх та пур-ха. Çанталăк вăйлă сивĕтиччен ăна кондицие çитерме тăрăшмалла.

- Çын та ватăлать те, вăрлăхсем те çаплах пулĕ... - Çапла, фермер хуçалăхĕсенче кивелсе çитнĕ вăрлăх та пур. Çур акиччен сахалтан та 200 тонна вăрлăха çĕннипе улăштармалла.

Кунта çакна та каласа хăвармалла: сертификатсăр-паспортсăр вăрлăх туянасран асăрханмалла, район территорине ỹсен-тăранăн ерекен чирĕсем килесрен сыхланмалла. Вăрлăхăн та, çыннăнни пекех, паспорт пулмалла.

- Урăх çĕрте шыраса çỹриччен, вăрлăха хамăр патăмăрта хатĕрлесен лайăхрах мар-ши?

- Ку тĕлĕшпе ĕçлетпĕр. Акă Шăмăршăри Александр Егоров фермер ыттисене сутма вăрлăх нумай хатĕрленĕ. 60 тонна вика вăрлăхĕ валли сертификат илнĕ те ĕнтĕ. Часах 120 тонна урпа тата 40 тонна сĕлĕ вăрлăхĕсене те тивĕçлĕ шая çитерсе сертификат илĕç. Александр Петрович пек мал ĕмĕтлĕ фермерсене ырламалла. Тырă сутнипе танлаштарсан, вăрлăх сутса темиçе хут ытларах укçа-тенкĕ ĕçлесе тума пулать вĕт-ха. Туянакан тем чухлех.

Кăçал патшалăх района элита вăрлăхсем сутăн илме 3,4 миллион тенкĕ уйăрса пачĕ. Çитес çул та пулăшу сисĕмлех пуласса кĕтетпĕр.

2023 çулта районти ял хуçалăх ĕçченĕсем 18,5 пин тонна тырă, 3 пин тонна çĕр улми, 0,3 пин тонна пахча çимĕç пуçтарса кĕртме тĕллев лартрĕç. Чăнах та, тухăç мĕнле пуласси çанталăкран нумай килет. Анчах çĕр ĕç культурине лайăхлатни, пахалăхлă вăрлăх акса хăварни, минерал удобренийĕсемпе кирлĕ пек усă курни чи малти вырăнта тăраççĕ.

Калаçăва Иван САЛАНДАЕВ йĕркеленĕ.



РЕДАКЦИЯ ШЕМУРШИНСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ
02 декабря 2022
11:08
Поделиться