Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Салтаксене - Çĕнĕ çул парни

Салтаксене - Çĕнĕ çул парни

ЯТАРЛĂ çар операцине хутшăнакан ентешсене тăван район çыннисем май пур таран пулăшма тăрăшаççĕ.

Акă çак кунсенче кăна Валерий Козлов, Валерий Убасев, Петр Пирогов, Николай Сапруков, Геннадий Петров хăйсен утарĕсенчен сиплĕ пыла - пурĕ 1 пăт çурă ытла - Ульяновск хулинче вырнаçнă вĕренỹ пунктне леçсе панă. Запасри лейтенант Валерий Козлов çар службинче - минометчик, Валерий Убасев сержант ракетчик пулнă. Вĕсем мобилизациленĕ ентешсем валли Çĕнĕ çул парни хатĕрлес тĕлĕшпе пуçаруçă пулчĕç.

- Эпир пĕлнĕ тăрăх, районта 100 ытла утарçă, - терĕ хаçат редакцине пырсан Валерий Козлов. - Раççей çарĕн салтакĕсем валли Çĕнĕ çул парни ярса пама кашниех пултаратпăр. Кỹршĕллĕ районсенче пахча çимĕç тата ытти продукт парса пулăшаççĕ пулсан, Шăмăршăсен мĕншĕн тăрса юлмалла-ха? Мобилизациленĕ ентешсене пулăшас ыйтупа ял тăрăхĕсене пыма пултараççĕ.

В.Козлов, В.Убасев, П.Пирогов, Н.Сапруков, Г.Петров утарçăсен ырă ĕçне эпир «патриотизм туйăмĕ» тесе хаклатпăр, вĕсене çирĕп сывлăх, телей, вăрăм ĕмĕр сунатпăр.

В.Козлов Ульяновск хулине парне илсе кайма шутлакан ентешсене хăйсен телефонĕсене 8-960-304-96-24 (Козлов Валерий) номерпе пĕлтерме ыйтать.



РЕДАКЦИЯ ШЕМУРШИНСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ
02 декабря 2022
11:21
Поделиться