Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Истори палăкĕ - аваллăх алăкĕ

Истори палăкĕ - аваллăх алăкĕ

ВУЛАКАНСЕНЕ эпир маларах хамăр тăрăхри çут çанталăк палăкĕсемпе паллаштарнăччĕ. Района килекен туристсемшĕн, çавăн пекех таврапĕлỹçĕсемшĕн культура еткерлĕхĕн регион пĕлтерĕшлĕ палăкĕсем те интереслĕ пулĕç тесе шутлатпăр. Вĕсем пирĕн район территорийĕнче çиччĕ, кашниех историшĕн хаклă. Палăксемпе паллашсан, эпир аваллăх «алăкне» уçма пултаратпăр.

Акă «Карлинская засечная черта, Карлинский вал» (чăвашла - «Ур лупашки») палăках илер. Ун çинчен эпир маларах хамăр хаçатра çырнăччĕ ĕнтĕ. 16-18 ĕмĕрĕсенче куçса çỹрекен тăшмансенчен хỹтĕленмелли тарăн канав (вал) пулнă вырăн халĕ тĕлĕтĕлĕпе кăна палăрать, ăна та пулас ăрусем валли упраса хăварма тăрăшмастпăр. Вал çине хăрăк-турат, çỹп-çап пăрахса тултарни эпир хамăр историе хакламаннине пĕлтермест-ши?

«Карлинский вал» Энтĕрьел, Шăмăршă, Хайпăла, Ярăслав, Палтиел, Патирек ялĕсем çывăхĕнче иртнĕ. Туристсем çак вырăнсене çитсе курма пултараççĕ.

Çĕнĕ Тăрăн ялĕ çумĕнчи «Мишер масарĕ» текен вырăн та историшĕн пĕлтерĕшлĕ. Унти вил тăпри çинче арабла çырнă чулсем упранаççĕ.

Пуянкасси ялĕнче (техника паркĕ çывăхĕнче) «Шĕме тĕмески» текен сăрт пур. Туристсен унта та çитсе курма тăрăшмалла.

Шăмăршăра Граждан вăрçи паттăрне И.С.Космовские асăнса лартнă обелиск, Совет Союзĕн Геройне В.И.Урукова чысласа çĕкленĕ палăк, Кивĕ Чукалта Граждан вăрçи паттăрĕн Е.К.Карзановăн вил тăприйĕ çинчи палăк, Палтиелĕнчи мечĕт те культура еткерлĕхĕн объекчĕсем шутланаççĕ. Вĕсене пурне те Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн йышăнăвĕпе патшалăх управне илнĕ.



РЕДАКЦИЯ ШЕМУРШИНСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ
02 декабря 2022
11:23
Поделиться