Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Çула тухрăн пулсан

Çула тухрăн пулсан

Пурнăç условийĕсем лайăхланнăçемĕн пирĕн хушăмăрта транспорт туянакан, унпа çул çỹрекен нумайлансах пырать. Унпа пĕрлех çул çинчи аварисен шучĕ те ỹсет.

Кăçалхи 10 уйăхри кăтартусем тăрăх, çул çинчи инкек-синкек тĕслĕхĕсем нумайланнă. Шăмăршă районĕн территорийĕнче, 2021 çулăн çак тапхăрĕпе (6 авари) танлаштарсан, аварисен хисепĕ 16,7 % (7 авари) ỹснĕ. Пĕр çын вилнĕ (пĕлтĕрхи çак тапхăрта та - 1 çын). Аманнисен хисепĕ 33,3% (8 çын, пĕлтĕрхинчен 2 çын ытларах) пысăкрах. Çул-йĕр çинчи авари хыççăнхи инкек йывăрлăхĕ (последствие) 11,1% (пĕлтĕрхи - 14,3% танлашать.

Çак тапхăрта çул çинче пулса иртнĕ аварисем пур- лăха сиен кỹни тăрăх Шăмăршă районĕнче 47 протокол çырнă.

Аварисен тĕсĕсем: транспорт çуран çỹрекен çине кĕрсе кайни, автомашинăсем çапăнни, чăрмавлă çĕре кĕрсе кайни, автомашина çаврăнса ỹкни, ытти тĕрлĕ сăлтав.

Мĕнре-ха инкек-синкек сăлтавĕсем?- Водитель руль умне ỹсĕрле ларни, транспорта конкретлă условисене кура тивĕçлĕ хăвăртлăхпа çỹретменни, автомашинăсем черетлĕхе пăхăнманни тата ытти те.

Водительсем çул-йĕр правилисене çирĕп пăхăнни, вĕсен тимлĕхĕ, вырăн тата çанталăк условийĕсене шута илни, çавăн пекех, çуран çỹрекенсен асăрханулăхĕ те, авари пуласран хỹтĕлет. Паллах, ỹсĕр пуçпа руль умне лармалла мар. Çакна хистесех асра тытма чĕнсе калатпăр. Хамăршăн та, ыттисемшĕн те яваплă пулмалла.

А.Мальцев,
РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи «Батыревский» уйрăмĕн ГИБДД пайĕн начальникĕ.



РЕДАКЦИЯ ШЕМУРШИНСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ
25 ноября 2022
11:56
Поделиться