Апла-капла ан шутла – Çырăн хаçат, Микула!
«АСАТТЕ те район хаçатне çырăнса илнĕ, атте те çырăнатчĕ. Халĕ хам та çулленех тăван хаçата çырăнатăп...»
Çапла каланине район çыннисенчен пĕрре кăна мар илтнĕ. Пирĕн чи çывăх çынсем пекех вĕсем, хаçат тусĕсем. Курасчĕ сирĕн: эрнекун - хаçат тухнă кун - редакци умĕнче мĕн чухлĕ çын тăрать! Хаçата Шупашкарта пичетлетпĕр те, Шăмăрша питĕ хăвăртах çитеймест вăл. Почта машини кăнтăрла енне çеç хаçатсене пушатса хăварать. Пирĕн хăш-пĕр вулакансем вара ирпе 10 сехетрех килеççĕ те, хаçата кĕтсе илмесĕр каймаççĕ. Çĕнĕ номере «Ур-ра!» кăшкăрса кĕтсе илни журналистсен кăмăлне те çĕклет. Эппин, ахаль çиместпĕр-ха патшалăх çăкăрне, эппин, халăха кирлĕ çынсем-ха эпир!
Хаçат çырăнтармалли тапхăр пынă май, вулакан редакци хутаççинче (портфелĕнче) мĕн-мĕн пуррине те пĕлесшĕн пуль. Пур вăрттăнлăха та уçса памăпăр, анчах хăшне-пĕрне калама та юрать.
Интереслĕ очерксемпе тĕрленчĕксем район çыннисен ĕçри паттăрлăхне мухтĕç, кашни номертех çĕнĕрен çĕнĕ хыпарсем пичетленĕç.
Паллах, «Истори страницине уçсан...» рубрика та сире килĕшетех пулĕ тетпĕр. Сăмахран, Шăмăршăра XIX ĕмĕрте Раççейĕпех паллă çынсем пулса курнине пĕлес килет-и? Пĕрремĕш Петр патшан карттинче Шăмăршă вăрманĕ те пулнă тени тĕрĕс сăмах-и? Карап тума вăрман касакансене мĕншĕн «матрус» тенĕ?
Çак тата интереслĕ япаласене çитес çул пирĕн хаçата вуласа пырсан пĕлĕр. Журналист Ульяновск хулинчи архива командировкăна кайма хатĕрленет те ĕнтĕ, Пăва хулинчи архива та кăçалах çитсе курасшăн. Паллах, Шупашкарти архивсен алăкĕсем те пирĕншĕн хупă тăмĕç.
Шкул пурнăçĕ, культура çыннисен ĕçĕ-хĕлĕ, медицина темисем хаçатра яланах сумлă вырăнта тăрĕç. Ял хуçалăхĕ мĕнле аталанни, ял тăрăхĕсем мĕнле ĕçлени, килти хушма хуçалăхсем хресчен пурнăçне мĕнле çăмăллатни çинчен те çырсах тăрăпăр. Çĕр-шыври наци проекчĕсем мĕнле ĕçлесе пынине, ку енĕпе мĕнле чăрмавсемпе çитменлĕхсем пулнине те анлăн çутатăпăр.
Фермерсен те кỹренмелле пулмĕ: вĕсен ĕçне-хĕлнехаçатăн пĕрремĕш страницинчен пуçласа ытти страницăсенче те кăтартса парăпăр.
Усăллă канашсемпе кирлĕ сĕнỹсем те вулакана тивĕçтерĕç. Эсир мĕнле те пулин çивĕч ыйту çĕклесен, журналист таксипех (редакцин хăйĕн автомашини çук çав...) вĕçтерсе çитĕ. Хаçатра çырса тĕрĕслĕх шырăпăр, ĕçе лайăхлатма тăрăшăпăр.
Патриотизм темипе те вун-вун статья пичетленĕ, çамрăк ăрăва Тăван çĕр-шыва юратма воспитани парасси редакцин тĕп тĕллевĕ пулса тăрать.
Çитес çула ачасене халалланă май, воспитани теми тата та çивĕчленет. Эпир вĕрентекенсене, сывлăх хуралĕн ĕçченĕсене, хисеплĕ ашшĕсемпе амăшĕсене ачалăх темипе статьясем çырма чĕнсе калатпăр.
Вăт çапла, кăштах паллаштартăмăр та сире хамăрăн ĕç планĕпе. Пурнăç пĕр вырăнта тăманнине шута илсе, хаçатра çырма çĕнĕрен çĕнĕ темăсем тупăнĕç. Вĕсене çутатсах тăрăпăр. Редакцири хальхи вăйпа пурне те килĕшекен хаçат кăларса тăма пултарулăх çитмеллех.
«Апла-капла ан шутла, çырăн хаçат, Микула!» - çапла сĕнетпĕр эпир районта пурăнакансене. Хаклах мар вĕт-ха, почтăра та, редакцие килсе те çырăнма май пур. Кĕтетпĕр. Пирĕнпе малашне те туслă пуласса шанатпăр!