Сăмах çĕклет те, ỹкерет те...
Мĕнле кăна пулăмпа тулмасть пулĕ пирĕн пурнăç! Кил-йыша аист «çĕнĕ кайăк» парнелет, ача пирвайхи хут шкула каять е тăван шкулпа сыв пуллашать, диплом «çумалли» ырлăх та çитет, çамрăк мăшăр çемье çавăрать, юбилей хыççăн юбилей кĕтсе илетпĕр... Паллă куна асра хăварма темле май та шыратпăр, пĕр-пĕрне юратнине-хисепленине палăртма васкатпăр.
Çакна эпир, хаçатçăсем, куллен туйса тăратпăр. Районта тухса тăракан «Шăмăршă хыпарĕнче» саламсем йышлăн пичетленни пирĕн кăмăла çĕклет. Паллă пулăм хуçи (хуçисем) салам сăмахĕсене хаçатра вуласа мĕн тери савăннине пурте ăнланатпăр. Салам йышăнакансене тус-тăванĕ, ĕçтешĕсем е ял-йыш умĕнче те кăмăллă. Нумай кирлĕ-и пире - кăшт тимлĕх уйăрни те хавхалану кỹрет-çке!
Çывăх тăванне е ĕçтешне саламлас тĕллевпе редакцие куллен çынсем килеççĕ. «Хаçат урлă хитре сăмахсемпе саламлас килет», - тесе заказ хăвараççĕ. Чунтан сума сунине палăртса салама сăн ỹкерчĕкпе тата сăвăпа шăрçаласа кăларма ыйтаççĕ. Мухтава тивĕçлĕ ĕç!
Хамăр практикăра тĕлĕнмелли те тĕл пулать. Акă пĕр тĕслĕх. Çемье пуçĕ 65 тултарать. Ют района качча кайнă хĕрĕ хăй, мăшăрĕ, икĕ ачи тата хуняшшĕпе хунямăшĕ ятĕнчен ашшĕне саламлама шут тытнă. Калаçуран паллă пулчĕ: ку хĕрĕн тата икĕ пĕр тăван иккен, саламлакансен йышне вара вăл амăшне те (!), тетĕшĕпе йăмăкне те кĕртмен. Сĕнетĕп: «Аннỹпе пĕр тăванусене те саламлакансен йышне кĕртсен аванрах мар-и? Тен, вĕсем аçăра уйрăм саламламĕç те. Кун пек сирĕн хушăрта ăнланманлăх е хирĕçỹ сиксе тухмĕ-и?» Çук, килĕшмерĕ çамрăк хĕрарăм ман сăмахăмпа. Кайран паллă пулчĕ: юбиляра мăшăрĕ те, тепĕр хĕрĕпе ывăлĕ те хаçат урлă саламламарĕç. Кăмăллă мар: кил хуçине пĕр хĕрĕпе ун çемйи çеç сума сăвать пек пулса тухать. Çакăн пек тĕслĕх вуншар илсе кăтартма пулать.
Пурнăçра савăнăçли çеç мар, хурлăхли те сиксе тухать, инкек те юнашарах çỹрет. Вут-кăвар тухать, выльăх-чĕрлĕх аманать е чирлет... Чи хăрушши - çын вилни... Çывăх çыннине е ĕçтешне юлашки çула ăсатма пулăшнă, йывăр хуйха пĕрле пайланă çынсене «Шăмăршă хыпарĕ» урлă тав тăвакан та сахал мар. Ку - пархатарлă ĕç. Пытарма кирлĕ мар, ĕмĕрĕпех ял хуçалăх производствинче тар тăкнă е урăх сферăра тăрăшнă çынсем пиртен уйрăлса кайсан вĕсен çемйисемпе, тăванĕсемпе çухату асапне пĕрле пайлани çинчен ку е вăл организаци (ял тăрăхĕн администрацийĕ) хаçат урлă хурланнине пĕлтерме «манать».
Ятарлă çар операцине хутшăннă ентешсене Шăмăршă районĕ те çухатрĕ. Пирĕншĕн, çуралнă кĕтесшĕн, Çĕр-шывăмăршăн çап-çамрăкла çут тĕнчерен уйрăлса кайрĕç вĕсем. Питĕ шел... Ют çыншăн та йывăр çак çухатăва чăтса ирттерме, çывăх çыннисемшĕн вара... Хăйсем çеç пĕлеççĕ çухату хакне... Кун пек чухне айккинчен пĕр ăшă сăмах каласан та - чуна çăмăлтарах. Ахальтен мар ĕнтĕ, çар операцийĕнче вилнĕ ентешсен çывăх çыннисемпе пĕрле хурланни çинчен район хаçачĕ урлă пĕлтерчĕç. Хурлану та, некролог та пичетленчĕ массăллă информаци хатĕрĕнче. Çук çав, пуç хунă ентешĕмĕрсен çемйисене чăтма çук асаплă тапхăрта хăш-пĕр ял тăрăхĕсем хаçат урлă хурланнине пĕлтерсе тимлĕх уйăрмарĕç. Тĕлĕнмелле те, кỹренмелле те...
Пурнăç - кашниншĕнех пĕрре. Ăна тивĕçлипе пурăнса ирттересси хамăртан килет. Хăналăха килнĕ эпир çут тĕнчене, çавăнпа та пĕр-пĕрне хисеплер, упрар, савнăç-хуйха пĕрле пайлар. Кирлĕ чухне пулăшу аллине тăсар, йывăрлăхра никама та пĕчченлĕхре хăварар мар. Асра тытар: сăмахпа этеме сиплеме те пулать, амантма та; сăмах хăвачĕ хĕç-пăшалтан та ирттерет. Вăхăтра ăшă сăмах каланине ним те çитмест. Чунлăха упрар!