Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Асăрханăр: пăр çỹхе!

Асăрханăр: пăр çỹхе!

КАШНИ çулах, кĕркуннехи тата хĕллехи вăхăтра, пĕвери е çырмари пăр çинче инкек пуласран чун сехĕрленет. Уйрăмах кĕркуннехи çỹхе пăр хăрушă. Пăр 7 сантиметртан çỹхерех пулсан ун çине пачах та кĕме юрамасть. Темиçе кун вăйлă сивĕ çанталăк тăрсан çеç пăр хулăнланать. Ун чухне те асăрхануллă пулмалла: пăр çине пулăçăсем вакă касман-и, пăр айĕнчен çăл тапса тăмасть-и, шăнман вырăнсем юлман-и?

Хисеплĕ ашшĕ-амăшĕ! Хăвăрăн ачăра тата унăн юлташĕсене шăнман пăр çине ярăнма е выляма ан ярăр, çакă пысăк инкек патне илсе çитерме пултарнине пурин те асра тытмалла.



РЕДАКЦИЯ ШЕМУРШИНСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ
18 ноября 2022
11:54
Поделиться