Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Юсатпăр, Хĕл Мучи пулăшасса та кĕтетпĕр

Юсатпăр, Хĕл Мучи пулăшасса та кĕтетпĕр

2022 ÇУЛТА район пĕлтерĕшлĕ 4,044 километр тăрăшшĕ, ял тăрăхĕсенчи 1,120 километр тăрăшшĕ çула тĕпрен юсама палăртнăччĕ. Район çулĕсене куçакан 10 муниципал контракчĕпе 16988,8 пин тенкĕлĕх пурнăçланă. Пурĕ 7,5 километр юсанă.

Ял тăрăхĕсенчи çулсене те куçакан 10 муниципал контракчĕпе çĕнетнĕ, 3 километр юсама 3924,3 пин тенкĕ тăкакланă.

Чăнах та, районти тата ялсенчи çулсем лайăх тесе калама çук, ĕçлемелле те ĕçлемелле-ха. Уйрăмах район центрĕнче нумай тăрăшма тивет.

"Хĕл Мучи килет те çулсене тикĕслет!" _ шỹтлеççĕ Шăмăршăсем. Юрпа тикĕсленĕ-ха, çăва тухсан каллех нушаланмăпăр-и? Хĕл Мучие çеç шанса пурăнас марччĕ, çитес тапхăрта çулсене тĕпрен юсама майсем шырасчĕ.

"Хăрушлăхсăр тата паха çулсем" наци проектне çĕр-шыври транспорт инфраструктурине лайăхлатас тĕллевпе йышăннă. Çĕнĕ çулсем, кĕперсем тунипе пĕрлех киввисене те тĕпрен юсамалла. Çакă çул çинче аварисем пуласран асăрханма, инкек пулма пултаракан вырăнсене пĕтерме пулăшмалла. Тен, Шăмăршăра светофор вырнаçтарни те çул-йĕр çинче йĕрке тума май парĕ?

Халĕ мĕн куратпăр-ха: район центрĕнче çул япăххине пăхмасăр автомашинăсене пысăк хăвăртлăхпа хăвалаççĕ, авари пулас е çынна таптаса каяс хăрушлăх кăларса тăратаççĕ.

Наци проектĕнче çул сарнă е юсанă чухне чи çĕнĕ технологипе тата материалсемпе усă курмаллине палăртсах каланă. Шел пулин те, çак хушу пирĕн районта туллин пурнăçланать тесе калаймастпăр. "Саплăксене" те асаттесен меслечĕпе _ кĕреçепе _ саплатпăр. Хамăр районта асфальтпа бетон завочĕ ĕçлесе кайманнипе, инçетрен турттарса килекен асфальт хутăшĕ сивĕнет, сарнă чух лайăх çыпăçмасть. Грунта тасатса хатĕр-лемесĕр (подгрунтовка) йĕпе çĕре е пылчăк çине сарни те тĕл пулать. Паллах ĕнтĕ, кун пек "саплăк" нумая пымасть, пĕр-икĕ уйăхранах ванса-тĕпренсе тата та пысăкрах шăтăк пулать.

Çул тăвакансем çак технологие пĕлеççĕ, анчах та ĕçе хăвăртлатас тесе йĕркене пăхăнманни пахалăха нумай япăхлатать.

Ман шутпа, Хĕл Мучие çул тăвакансем никамран ытла тỹсеймесĕр кĕтеççĕ. Çул юрпа тикĕсленсен вĕсене ятлакан та пулмасть-çке. Анчах Хĕл Мучи вăхăтлăха кăна килет, япăх çул-йĕр вара яланах тарăхтарать.

Ив.САЛАНДАЕВ.



15 ноября 2022
08:38
Поделиться