Пуçару бюджечĕ: вун виççĕшне _ килес çул
ЮЛАШКИ çулсенче республикăра пуçару бюджечĕн проекчĕсене пурнăçа кĕртесси сарăлсах пырать.
2019-2022 çулсенче пуçару бюджечĕ пулăшнипе 2,7 миллиард тенкĕлĕх 3264 проекта пурнăçа кĕртнĕ. Уйрăммăн каласан, 1164 километр тăрăшшĕ çула тĕпрен юсанă, коммуналлă хуçалăхăн 758 объектне çĕкленĕ, 224 ача-пăча площадки хута янă, пушар хăрушсăрлăхĕшĕн тăрăшса 181 пĕве пĕвеленĕ тата ытти те.
Хамăрăн Шăмăршă районне илсен, 2022 çулта пуçару бюджечĕн программипе ял тăрăхĕсем 35 заявка тăратнă пулнă. Вĕсем пурте конкурс комиссийĕ витĕр тухнă. Паянхи куна 22 проекта пурнăçа кĕртнĕ, 13 проект вара 2023 çула куçать.
"13"цифрăна телейсĕр теççĕ те хăшĕсем, пирĕн районшăн вăл ăнăçлă пуласса шанас килет. Тумалли нумай вĕт-ха: çулсене те юсамалла, пĕвесем те тумалла, вăрçăра вилнисене тата киле таврăнсан çĕре кĕнисене асăнса палăк лартмалла тата ытти те. С.ИВАНОВ.