Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Налук тỹлекен лăпкă çывăрать

Налук тỹлекен лăпкă çывăрать

Нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансем - коммуналлă çурт-йĕр тата хуçалăх ырлăхĕпе пĕр тан усă куракансем, çав хушăрах пурăнмалли условисемшĕн вăхăтлă та яваплăн тỹлеме тивĕçлĕ çынсем.

Питĕ шел, патшалăх паракан çăмăллăхпа усă куракан кашни çемьех (гражданах) хăйĕн тивĕçне кирлĕ пек туса пымасть-ха. Сăлтавĕ тĕрлĕрен: е укçа-тенкĕ çитмест, е «маншăн ик айкки те - тăвайкки», е... Хальлĕхе Шăмăршă ялĕнчи нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансем хушшинче ЖКХ тỹлевне вăхăтра тỹлейменнипе парăма кĕнĕ 10 тĕслĕхе палăртрăмăр.

Пурăнмалли çăмăллăхсен шутне хваттере шывпа, ăшăпа, канализаципе тивĕçтересси, коммуналлă çурт-йĕрпе хуçалăха пăхса тăрасси-юсасси кĕрет. Патшалăх тĕлĕшĕнчен çак условисем туса панă пулсан, ЖКХ тỹлевне тат та - савăнса çеç пурăн. Çук çав, кун пек ырлăх-çăмăллăх хăшĕсене «тивĕçтермест». Пĕтĕмĕшле парăм 100 пинрен (!) иртнĕ тĕслĕх те тĕл пулать.

Эпир, коммуналлă çурт-йĕр тата хуçалăх сферинче ĕçлекенсем, граждансен лару-тăрăвне ăнланса, ку е вăл çемье (граждан) коммуналлă тỹлеве пĕр уйăх хушши тỹлемесенех ăна асăрхаттаратпăр, парăма 1 пинрен ирттернĕ хваттер хуçисене тỹрех шăнкăравлатпăр. Енчен те парăм 3 пинрен иртрĕ пулсан пирĕн граждансене суда пама тивет. Суд ларăвĕ иртсен вара суд приставĕсем хăйсен йышăнăвне пире ярса параççĕ.

Раççей Федерацийĕн Пурăнмалли çурт-йĕр кодексĕн 153 статйин 1 пайĕпе килĕшỹллĕн, граждансемпе организацисем пурăнмалли вырăншăн тата коммуналлă çăмăллăхсемшĕн вăхăтра тата веçех тỹлеме тивĕçлĕ. Парăм пур граждансене коммуналлă çăмăллăхсем парассине чакарма е чарса лартма пултараççĕ.

Çỹлерех асăннă законăн 354 правилин 118 пункчĕ тăрăх, коммуналлă çăмăллăхсемпе усă куракан 2 уйăхри ĕç укçинчен пысăкрах парăмлă пулнине туллин тỹлесе татман парăм вырăнне шутлаççĕ. Çакă нумай хваттерлĕ е уйрăм хваттерлĕ çуртран, коммуналлă ресурс тĕсне тата тарифне (хакне) шута илекен прибор пуррипе çуккинчен килмест.

Кунсăр пуçне, Законăн 354 правилин 121 пунктне тĕпе хурса, коммуналлă çăмăллăх паракан (исполнитель коммунальных услуг) парăмлă граждана çăмăллăхсем парассине чакарнипе е чарса лартнипе, çĕнĕрен çăмăллăхсем парассипе çыхăннă тăкаксене тỹлеттерет. Тăкакшăн тỹлемелли пĕтĕмĕшле сумма 3 пинрен иртмелле мар.

Çакна шута илмелле: коммуналлă çăмăллăхсемшĕн парăм пулсан электричествăпа, вĕри шывпа тата канализаципе тивĕçтерессине чарса лартма пултараççĕ.

А.Садретдинов,
«УК «Жилкомсервис» ОООн генеральнăй директорĕ.



03 ноября 2022
09:21
Поделиться