Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Ковид каллех пуçне çĕклет

Ковид каллех пуçне çĕклет

Коронавирус пирки шăв-шав лăпланнăччĕ. Савăнма иртерех-ха. Усал амак каллех хăй пирки аса илтерет.

2022 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа районĕпе 840 çын ковид серепине лекнĕ. Вĕсенчен: çитĕннисем - 693-ĕн, ачасем - 147-ĕн. Çав шутран 26-шĕ - район больницинче, ыттисем килте сипленнĕ. Питĕ шел те, 10 уйăх хушшинче коронавируса пула 8 çын вăхăтсăр пурнăçран уйрăлса кайнă.

Паянхи куна ковидпа чирленĕ 5 граждана (1 ачапа 4 çитĕннĕ çын) регистрациленĕ.

Район гражданĕсене коронавирусран çине тăрсах упранма чĕнсе калатпăр. Сыхлăх мерисем пирки самантлăха та манас марччĕ, тусăмăрсем!

О.Полковникова,
район больницин пĕтĕмĕшле практикăн врачĕ.



03 ноября 2022
09:19
Поделиться