Васкаççĕ завода «пылак» рейссем
КĔРКУННЕ. Çуллахи пек ир çутăлмасть халĕ, кунсем кĕскелсех пыраççĕ. Çак вăрăмах мар кунра ял çыннин тĕрлĕ ĕç тума ĕлкĕрмелле. Чи пысăк ĕç - хирте çитĕнтернĕ пуянлăха васка-васка пуçтарса кĕртесси.
«Колос» Агрофирма» ОООна, чăннипех те, районта «тĕп сахăр хули» («сахарная столица») теме пулать. Кунта çулленех пысăк тухăçлă сахăр чĕкĕнтĕрĕ çитĕнтереççĕ. Кăçал та пылак тымар çимĕç 300 гектар йышăннă. Хуçалăхăн генеральнăй директорĕ Олег Кузнецов каланă тăрăх, кашни гектартан вăтамран 400-шер центнера яхăн пуçтарса илеççĕ.
Комбайнпа кăларнă чĕкĕнтĕре 15 автомашинăпа Ульяновск облаçĕнчи сахăр заводне турттараççĕ. Тухăç пысăккине кура, завода 10 пин тоннăна яхăн пылак тымар çимĕç леçме тивет. Мĕн чухлĕ ытларах - укçа-тенкĕ те нумайрах пулĕ.
- Ял ĕçченĕсен уявне уй-хирти тухăçа пĕтĕмпех пуçтарса кĕртнипе кĕтсе илетпĕр! - тулли кăмăлпа пĕлтерчĕç пире чĕкĕнтĕр çитĕнтерекенсем.