Сыхă пулар, асăрханса пурăнар
2022 ÇУЛХИ сентябрĕн 26-мĕшĕ Ижевск хулинчи 88-мĕш шкул историйĕнче яланлăхах хура кун пулса юлĕ. Çак илемлĕ ир шкула çар патронĕсемпе пеме майлаштарнă икĕ пистолетлă террорист вирхĕнсе кĕнĕ, куç тĕлне кам çакланнă - пурин çине те тĕллесе пенĕ. Террорист 17 çынна - 11 шкул ачине, 2 сыхлавçăпа 4 учителе - персе вĕлернĕ. 21 ачапа 2 çитĕннĕ çынна амантнă.
Çын вĕлерекен - 34 çулти Артем Казанцев - неонацист юхăмне килĕштерни, наци символикиллĕ майка тăхăнса çỹрени паллă. Психоневрологи диспансерĕнче учетра тăнă.
Çак трагеди пире террорла ĕçсем пуласран яланах сыхă тăма, уйрăмах ача-пăча учрежденийĕсенче хурал ĕçне тĕпрен лайăхлатма хушать. Ним пытармалли те çук, националистсем (неофашистсем) çамрăксене хăйсем майлă çавăрас, йывăр преступлени тума хĕтĕртес тĕлĕшпе чикĕ леш енчен килекен инструкципе анлăн усă кураççĕ, хĕç-пăшала та унтан илсе салатаççĕ.
Ижевскри пек трагеди урăхран нихăçан та ан пултăр тесен, çĕр-шывра çамрăксене медицина енчен çирĕпрех тĕрĕслемелле, хĕç-пăшал сутас ĕçре саккуна çирĕп пăхăнмалла. Паллах, шкулсемпе ача-пăча учрежденийĕсене сыхлас ыйту та çивĕч тухса тăрать. Хуралта тăракан хĕç-пăшалсăр çын преступника шкула е ача садне кĕме чарайĕ-и?
Эпĕ, журналист куçĕпе пăхса, çапла шутлатăп: кашни шкулпа ача саднех полицейскипе Росгварди сотрудникне хурала лартма май çук. Тăкаксем пысăк тата çынсем те çитмеççĕ. Вĕсем валли ытти ĕç те нумай вĕт-ха. Ман шутпа, вырăнсенче участковăйсен ĕçне тĕпрен вăйлатмалла, шăпах вĕсен ĕнтĕ хăйсен участокĕнче пурăнакан кашни çын мĕн тунине, мĕнле ушкăнпа явăçнине лайăх пĕлсе тăмалла. Участковăйсен килрен киле çỹресе ăнлантару ĕçне йĕркелемелле, шанчăклă çынсем урлă тĕрĕс те васкавлă информаци илсе тăмалла.
Шел пулин те, паян эпир хамăр урамра мĕнле шухăшлă çынсем пурăннине те лайăх пĕлместпĕр, вĕсен çемйинчи психологилле лару-тăрăва та чухламастпăр. «Инкек пулмĕ- ха», - тесе лăпланса пурăнни хака ларнине çĕр-шыври трагедисем çирĕплетсе параççĕ.
Сыхă пулар, яланах çивĕч ăс-тăнпа шухăшлар. Район центрĕнче тата ялсенче иккĕлентерекен палламан çынсем çỹремеççĕ-и, мĕн тума, мĕнле тĕллевпе килнĕ вĕсем кунта? Хăвăр иккĕленетĕр пулсан ял тăрăхне е районти полици пайне шăнкăравласа пĕлтерĕр, участокри полици сотрудникне систерĕр. Терроризмпа кĕрешес ĕçре нимĕнле вак-тĕвек те çук, тимлĕхпе сыхăлăх яланах малти вырăнта тăмалла.