Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

«Паракантан - ил», - тени тĕрĕсех те мар иккен

«Паракантан - ил», - тени тĕрĕсех те мар иккен

ВЗЯТКА - вырăнти (должноçри) çын кама та пулин ĕç туса панăшăн унран хаклă япала е укçа илни. Службăри вырăнĕпе усă курса, должноçри çын парне йышăнса юлни те взятка илни шутланать.

Взятка илекен çеç мар, ăна паракан та саккун тăрăх явап тытать. Штраф тỹлеттереççĕ е тĕрмене хупма та пултараççĕ.

Взятка илни е пани коррупцин пĕр пайĕ шутланать. Анчах та унăн пĕлтерĕшĕ анлăрах: кунта влаçпа усă курни те, кумпа-тăванпа пĕрле ĕçлесе саккуна пăсни те, хăвăн тупăшусене тĕрĕс мар кăтартса налук тỹлессинчен пăрăнма хăтланни те кĕреççĕ.

Пĕр сăмахпа каласан, взятка та, коррупци те преступлени шутланаççĕ. Вĕсен тымарĕсене кăкласси, айăплисене çирĕп явап тыттарасси право йĕркине сыхлакан органсен тĕп задачи пулса тăрать.



РЕДАКЦИЯ ШЕМУРШИНСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ
31 октября 2022
08:36
Поделиться