Кĕрхи ярмăрккăна чĕнетпĕр
ÇУЛЛЕНХИ ырă йăлана малалла тăсса, Ял ĕçченĕсен кунне халалласа ноябрĕн 2-мĕшĕнче Шăмăршăра Кĕрхи ярмăркка иртет. Районти Культура Керменĕ умĕнчи лапамра фермерсемпе ял çыннисем тырă, пахча çимĕç, аш-какай, сĕт продукчĕсем, пыл, кăмпа-çырла, ал ĕç япалисем сутма пултараççĕ. Вĕсенчен вырăн укçи илмеççĕ. Хаксем сутакана та, туянакана та тивĕçтерĕç тесе шутлатпăр. Пурне те Кĕрхи ярмăрккăна чĕнетпĕр!
РЕДАКЦИЯ ШЕМУРШИНСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ