Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Чăваш Ен чысне хỹтĕлĕç

Чăваш Ен чысне хỹтĕлĕç

И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУра армрестлинг енĕпе мала тухассишĕн республикăри хĕрачасемпе арçын ачасен çивĕч ăмăртăвĕ иртрĕ.

Пирĕн районтан çак тупăшăва Шăмăршăри «Туслăх» ача-пăча тата çамрăксен спорт шкулĕн нумай енĕпе вăй виçекенсен уйрăмĕн спортсменĕсем хутшăнчĕç.

Чăваш Енри 120 спортсмен хушшинче пирĕн ентешсем чи лайăх енĕпе палăрчĕç. Ăмăрту пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, 60 килограмчченхи виçере - М.Малова (Виçпỹрт Шăмăршă), 65 килограмчченхи виçере - М.Прохорова (Пăчăрлă Пашьел), 85 килограмчченхи виçере И.Тепитов (Шăмăршă) (тренерĕ - К.Кусаинов) çĕнтерчĕç. Пĕтĕмĕшле зачетра Шăмăршă районĕн команди 3-вырăна тухма пултарчĕ.

М.Маловăпа И.Тепитов çĕнтерỹçĕсене Чăваш Республикин юниорĕсен армрестлинг енĕпе ăмăртакан пĕрлештернĕ командине кĕртрĕç. Марийăпа Ильвирăн 2023 çулхи январьте Нижнекамск хулинче Атăл çи федераци округĕн шайĕнче Чăваш Ен чысне хỹтĕлемелле. Пултаруллă спортсменсене тата вĕсен тренерне çирĕп сывлăх тата пысăк шайри кĕрешỹре çĕнтерме ăнăçу сунатпăр.



РЕДАКЦИЯ ШЕМУРШИНСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ
31 октября 2022
08:34
Поделиться