Вăрманти ялта шăпчăксем юрлаççĕ
"Туризм - романтика çеç мар..." проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.
ПИРĔН района килекен туристсем «Чăваш вăрманĕ» Наци паркĕн территорийĕнче вырнаçнă Баскак паççулккине кайса курсан пĕрре те ỹкĕнмĕç.
Çулталăкăн хуть те хăш вăхăтĕнче те илемлĕ кунта: вăрманĕ те, улăх-çаранĕ те, çырмасемпе пĕчĕк кỹлĕсем те туристсене килĕшессе шанатăп.
Истори докуменчĕсем çирĕплетнĕ тăрăх, 13-мĕш ĕмĕр варринче Александр Невский кнеç, тутар воинĕсенчен йĕркеленĕ отрядсем пулăшнипе, Раççейри ертсе пыракан влаçа хăй аллине ярса илет. Тутар ханĕпе Сартакпа (сăмах май, вăл христианин пулнă) пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлеме калаçса татăлаççĕ. Çак килĕшỹ тăрăх Раççейре баскаксем (тутарларан - вырăнти тытăм пуçлăхĕ, наместник) ĕçлеме пуçлаççĕ. Вĕсен тĕллевĕ халăх шутне тĕрĕс палăртса хысна валли налук (дань) пуçтарассине йĕркелесси пулнă. Пирĕн тăрăхри баскак кантурĕ, çак тăрăхра çуралса ỹснĕ Федор Мадуров скульптор çырса хăварнă тăрăх, шăпах хальхи паççулккă вырăнĕнче пулнă.
Пыра-киле Раççейре баскаксене пăрахăçланă, налука вулăс кантурĕсем хăйсем пуçтарма тытăннă. «Баскак» сăмах вара халăх асĕнче яланлăхах юлнă, çак вырăнти лесник картунне те «Баскакский» ят панă.
1930 çулхи июнĕн 30-мĕшĕнче Чăваш АССР Халăх Комиссарĕсен Совечĕ «Чăвашлес» трест йĕркелесси пирки Постановлени йышăннă. Унпа килĕшỹллĕн, Шăмăршă вăрманпромхозне туса хунă. Кантурне Баскакра вырнаçтарнă.
Баскакра патшалăх валли вăрман касса хатĕрлекен икĕ участок уçнă. Пĕри - фабрикăра, тепри - çывăхри Кучек паççулккинче. Вăрман каснă вырăнта тĕрлĕ çĕртен килнĕ çынсем ĕçленĕ. Вĕсен çемйисем Баскак, Мулла, Фабрика, Кучек, Хырла паççулккисене йĕркелесе янă. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи хыççăн ирттернĕ халăх çыравĕнче вĕсенче 1 пин ытла çын пурăнни палăрнă. Çав шутра Баскакри 75 хуçалăхра - 305 çын, Кучекри 45 хуçалăхра - 261 çын.
1935 çулта Баскакра, Кучекре, Фабрикăра - пуçламăш шкул, 1940 çулта Баскакра - фельдшерпа акушер пункчĕ, Кучекре фельдшер пункчĕ уçăлнă.
Баскакра фельдшерпа акушер ĕçне М.П.Максимова туса пынă. Иртнĕ ĕмĕрĕн хĕрĕхмĕш çулĕсенче ку тăрăхра икĕ клуб, Хĕрлĕ кĕтес (вулав çурчĕ е библиотека), почта уйрăмĕ, 4 лавкка, 4 столовăй, 4 пекарня, обществăлла 5 мунча ĕçленĕ. Çакăн пек ырлăха ытти ялсем ăмсанма çеç пултарнă.
Вăрманпромхоз сезонра пурĕ 178,9 пин кубометр йывăç касса хатĕрленĕ. Çак йывăçа çурхи вăйлă шыв вăхăтĕнче сулăсем туса çырма тăрăх юхтарнă, Сăр юхан шывĕ çумĕнчи Сальная паççулккă складне илсе çитернĕ.
Вăрман фондне касса пĕтернĕ, 1955-1956 çулсенче Баскакри предприятие Улатăр енчи вăрманпромхозсемпе пĕрлештернĕ. Вара кунти рабочисем урăх вырăнсене куçса кайма тытăннă.
Ача йышĕ тăруках чакнипе, 1958 çулта - 7 çул вĕренмелли шкул, 1975 çулта пуçламăш шкул та хупăннă. Баскакри 10 çуртра 39 çын çеç тăрса юлнă.
«Чăваш вăрманĕ» Наци паркне йĕркелесен 2010 çулта Баскака çити асфальт сарнă çул турĕç. Çавна май паççулккăсене ытти çĕртен те куçса килме тытăнчĕç. Çĕнĕ çурт-йĕр лартакансем те чылай. Паççулккăсенче пурăнакансем выльăх-чĕрлĕх тата вĕлле хурчĕсем йышлă ĕрчетеççĕ, вăрман çимĕçĕсене хатĕрлесе сутаççĕ. Паççулккăсенче пурăнакан ачасене автобуспа Шăмăршăри вăтам шкула турттараççĕ.