Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Çуралнă кĕтес ăшши вăй-хал кỹтĕр

Çуралнă кĕтес ăшши вăй-хал кỹтĕр

Мобилизацие вырăнти çар комиссариатĕнчен повестка илнисем тĕплĕн хатĕрленеççĕ. Куллен кирлĕ гигиена хатĕрĕ, тумтир т.ыт.те янтăлаççĕ. Ентешĕмĕрсене ахаль граждансем те пулăшу кỹреççĕ. Çавна май «Эпир - пĕрле!» акцие хутшăнса вĕсене май пур таран тимлĕх уйăрма тăрăшаççĕ.

Пирĕн районта 18 çула çитнĕ тата унран аслăрах 10 çынран тăракан волонтерсен (вĕсем «Добро.ru» порталта регистрациленнĕ) ушкăнĕ мобилизацие хатĕрленекенсен çемйисене пулăшас енĕпе тимлет. Лидия Гордеева ертсе пыракан ушкăн çар операцине хутшăнма ят тухнисем валли япаласем пухассине йĕркеленĕ. Ентешсене пулăшас тĕллевлĕ çынсем Шăмăршă район администрацийĕн вĕренỹ тата çамрăксен политикин пайĕпе çыхăнма пултараççĕ (адрес: Шăмăршă ялĕ, Советски урамĕ, 8-çурт, 6-пỹлĕм; телефон: 8-927-996-39-86).

Çакна асра тытмалла: чи малтан кирлĕ япаласен шутне шăл пастипе щетки, хырăнмалли хатĕрпе гельсем, шампунь тата душ гелĕ, ăшă чăлха, кремпа мазь, несессер (салтак косметички), нỹрлĕ салфеткăсем (пĕр упаковкăра – 100 штук) кĕреççĕ. Вĕсемсĕр пуçне, мобилизацие лекнисене тата çак япаласем кирлĕ: термобелье, аялти кĕпе-йĕм, балаклава, плащ-палатка, ахаль тата ăшă стельки, тактика (çар) аптечки, тактика кутамкки (80 тата 30 литрлисем), резина тапочки, тактика перчатки, теплоид (хими грелки), вăрăм шнур (1 çын пуçне - 5 мăшăр), антисептик, япала çумалли порошок (гель евĕрли), хунар, батарейкăсем, портативлă заряд устройстви, блокнот, ручка, кăранташ, маркер. Санитари нормисемпе килĕшỹллĕн, çĕнĕ япаласене (упаковкине уçманнисене) çеç йышăнаççĕ. Хĕл çывхарнине кура салтаксене уйрăмах ăшă япаласем, уйрăмах çăм чăлха, кирлине шута илмелле.



РЕДАКЦИЯ ШЕМУРШИНСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ
24 октября 2022
15:04
Поделиться