Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Салтак ячĕ - хисеплĕ, салтак - чăн-чăн арçын!

Салтак ячĕ - хисеплĕ, салтак - чăн-чăн арçын!

ÇАК кунсенче Чăваш Республикин çар комиссарĕ Бахтиер Холиков журналистсемпе тĕл пулчĕ, унта сăмах кĕркуннехи призыв пирки пычĕ.

- Раççей Федерацийĕн Президенчĕ В.В.Путин йышăннă Указпа килĕшỹллĕн, кăçал кĕркуннехи призыв ноябрĕн 1-мĕшĕнче пуçланать, - терĕ Б.Холиков. - Чăваш Енрен çар службине 1 пине яхăн йĕкĕте ăсатăпăр. Кĕркуннехи призыв валли палăртнă хисеп пĕлтĕрхинчен чылай пĕчĕкрех.

- Бахтиер Махмаджонович! Ятарлă çар операцийĕ пынă тата халăхăн пĕр пайне мобилизациленĕ май призывниксемпе ашшĕ-амăшне, паллах, чи малтан çак ыйту кăсăклантарать: кĕркуннехи призыври йĕкĕтсем ятарлă операцие хутшăнмĕç-ши?

- Кун пирки пĕрре те пăшăрханма кирлĕ мар. Призывпа çар ретне тăнисем ятарлă операцие хутшăнмаççĕ. Вĕсем Раççей Федерацийĕнчи подразделенисенче служба тивĕçĕсене пурнăçлĕç. Чылайăшне вĕрентỹ чаçĕсене ярĕç, унта вĕсем хальхи çар техникипе усă курма хăнăхĕç.

«С» категориллĕ водитель çар-учет специальноçне алла илес тесен призывниксен хăйсем пурăнакан вырăнти çар комиссариатне каймалла. Çар комиссариачĕн направленийĕпе водитель специальноçĕсемпе хатĕрленме янисене тỹлевсĕр вĕрентеççĕ, удостоверени илнĕшĕн патшалăх тỹлевĕнчен хăтараççĕ.

Республикăри çар комиссариачĕ çавăн пекех Раççей Федерацийĕн Оборона министерствин çар-вĕренỹ заведенийĕсене яма кандидатсене суйлама пуçларĕ. Вĕсене шкулсенче 11-мĕш классенче тата техникумсенче вĕренекенсем хушшинче суйласа илетпĕр. Раççей çарĕн офицерĕ пулма ĕмĕтленекен çамрăксене хаваспах çар комиссариачĕсенче кĕтетпĕр.

Ваттисем çапла каланă: «Салтак ячĕ - хисеплĕ, салтакра пулнă çын - чăн-чăн арçын!» Çак чăнлăха пурнăç хăй çирĕплетсе парать. Кĕрхи призыв республикăра пысăк йĕркелĕхпе иртессе çирĕп шанса тăратăп. Журналистсен хăйсен статйисенче патриотизм темине тăтăшрах хускатмалла, çамрăк ăрăва Тăван çĕр-шыва чĕререн юратма хавхалантармалла тесе шутлатăп.



РЕДАКЦИЯ ШЕМУРШИНСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ
24 октября 2022
15:08
Поделиться