Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Пашьелсем республикипех палăрнă

Пашьелсем республикипех палăрнă

ЧĂВАШ РЕС ПУБЛИ КИН Ĕçлев тата социаллă хỹтлĕх министерстви, МЧС тата ВДПО кăçалхи апрель-сентябрь уйăхĕсенче «Чăваш Республикинче ĕç сыхлавĕпе пушар хăрушсăрлăхĕ енĕпе ĕçлекен чи лайăх вĕренỹ учрежденийĕ», («Ăнăçу тата хăрушсăрлăх») смотр-конкурс ирттернĕ. Çак пысăк пĕлтерĕшлĕ конкурса 96 вĕренỹ учрежденийĕ хутшăннă.

«Ĕç сыхлавĕпе пушар хăрушсăрлăхĕ енĕпе ĕçлекен чи лайăх вĕрентỹ учрежденийĕ» номинацире пирĕн районти Пăчăрлă Пашьелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул виççĕмĕш вырăн йышăннă. Вĕрентỹпе воспитани ĕçĕнче çеç мар, пурнăç хăрушсăрлăхĕ енĕпе те Пăчăрлă Пашьел шкулĕ ырă тĕслĕх кăтартать. Саламлатпăр! А.АЛЕКСАНДРОВА.



РЕДАКЦИЯ ШЕМУРШИНСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ
24 октября 2022
15:02
Поделиться