Кунта тыткăнлать чăвашлăх тĕнчи
"Культура еткерлĕхĕ - малашлăх уççи" проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.
Шăмăршă районĕнче куçа илĕртекен, чуна çĕклекен культура объекчĕ сахал мар. Вĕсенчен пĕри - «Чăваш вăрманĕ» Наци паркĕнчи халерех туса лартнă авалхи чăваш лаççи. Лаç «Аваллăх алăкне уçса...» этно-экологи сукмакĕ çинче хуçасене те, хăнасене те аякранах кăчăк туртать. Тупата, пăхса ытараймăн ăна, шала кĕрсен тухма та манса кайăн унтан...
«Экологи» наци проекчĕпе килĕшỹллĕн, пĕренерен тата курпăльтен (çурнă пĕренен хĕрринчи хăмисенчен) ăсталанă лаççа. Çакăн пек лаçсенче асатте-асаннемĕр çуллахи вăхăтра апат хатĕрленĕ, сăра вĕретнĕ, япала çунă т.ыт.те.
Этно-çурт чăвашлăх паллисемпе капăрланнăран пире несĕлĕмĕрсемпе тата таçывăхлатать, чунра ырă-ырă пулса каять... Пĕрре пăхсан, несĕлĕмĕрсен пурнăçĕпе ĕç-хĕлне сăнлакан лаç чăваш хресчен кил-çурчĕн музейне аса илтерет. Тепре пăхсан, вăл пурăнмалли çурт-йĕрех. Вучах чĕртсе апат янтăлама, сĕтел хушшине ушкăнпа ларса сăйланма кăмăллă. Кунтах сĕтел, сак, тенкел... Авалхи савăт-сапа, йывăçран тата тăмран ăсталанăскер: тирĕк, куршак, алтăр, кăкшăм, чăм, чилим, кăмкан... Вĕсене пурне те асатте-асаннемĕр усă курнă сентре-çỹлĕк çине тирпейлĕн вырнаçтарнă.
Культура объектĕнче канма кăна мар, тăван тавралăх тĕпчевçисен тĕл пулăвĕсем, халăх уявĕсем, ăсталăх урокĕсем, тăван ен культури урокĕсем ирттерме питех те меллĕ.
Лаçра пулса куракансем чăваш халăхĕн хăйне евĕрлĕ культурипе, халăх сăнавĕсемпе паллашма пултараççĕ. Паллах, аслă ăрăвăн çут çанталăкпа çыхăннă уявĕсемпе йăли-йĕркисен историйĕпе пĕлĕве ỹстерме те аван.
Хуçасемшĕн те, хăнасемпе туристсемшĕн те кĕске вăхăтрах авалхи чăваш лаççи чи юратнă вырăн пулса тăчĕ.
Ун патĕнчен «Аваллăх алăкне уçса...» этно-экологи сукмакĕпе утса тухма пулать. Экскурсантсем авал чăвашсем вăрман пуянлăхĕпе мĕнле усă курни (сунар ĕçĕ, пулă тытни, эмел курăкĕсем пухни, çут çанталăка сăнани) çинченнумай çĕннине пĕлеççĕ. Çакăнтах явăнса ỹсекен хăмла курланкисем тăрăх сăра вĕретесси чăвашсемшĕн анлă сарăлнă ĕç иккенне тепĕр хут ĕненме, кăпăклă сăрапа сăйланма май пур. «Вăрманта пыл татни» («Хурт-хăмăр ĕçĕ») чарăнура утарçăпа тĕл пулаççĕ тата курăкран вĕретнĕ чее пылпа ĕçсе киленеççĕ. Малашне «Чăваш вăрманĕ» Наци паркĕнче канакансен, курма килекенсен йышĕ ỹссех пырасси куç кĕрет. Этно-сукмак çинче çĕнĕ объект - лаç - çĕкленни туризм аталанăвнепалăрмаллах витĕм кỹрĕ. Ку енĕпе «Чăваш вăрманĕ» Наци паркĕнче çан тавăрсах ĕçлеççĕ.