Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Хура шыв та çỹп-çап кỹреççĕ-ши чап

Хура шыв та çỹп-çап кỹреççĕ-ши чап

Кил-çурта халь кашнин тенĕ пекех шыв кĕрет. Усă курнă шыв каялла тухать, ятарласа чавнă шăтăка (слив) пухăнать. Хура шыв вара, вăхăтран вăхăта тасатса тăмасан, тулса шăтăкран юхса тухать, таврана сарăлать. Çывăхра пурăнакансемшĕн те, иртен-çỹреншĕн те кăмăллă мар ку. Пĕрре тавралăха йывăр шăршă сарăлать, тепре пурăнакан вырăн вараланса сăнсăрланать т.ыт.те.

Шăмăршăри Космовский урамĕнчи 18 № çурт картишĕнче шăпах çакна çирĕплетекен ỹкерчĕк. Таса мар шыва пухакан шăтăкран кăмрăк пек хура вараланчăк юхса тăрать, шăтăк йĕри-тавра шурлăха аса илтерекен кỹлленчĕксем ирсĕр шăршăпа сăмсана çураççĕ. Хура шыв юхса пулнă «çул» хĕррипе юрăхсăр строительство материалĕ - шифер катăкĕсем - купи-купипе выртаççĕ (кỹлленчĕксене хуплас тесе хунă-ши вĕсене - калама хĕн, ун пек пулсан мĕншĕн ĕçе вĕçне çитермен?). Малалла утсан... çỹп-çаппа хытă каяш купи (мĕн кăна çук кунта!) куçа тăрăнать. Çакăнтах хăмла çырли ашкăрса ỹсет - каяш шывĕпе сĕтекленсе вăй илнĕскере пиçсе çитсен çулла камах ас тивĕ-ши? Асли ку çырлапа сăйланмасан та, пурне те пĕлме юратакан шăпăрлан ăна ывçипех татса çиессе иккĕленместĕн. Ак ăçта вăл эпидемиллĕ лару-тăру!

Тĕлĕнме пăрахаймастăн, нивушлĕ 21 ĕмĕр çыннин çав таранах хăй пурăнакан вырăна юхăнтарса ямалла?! Таса мар шыв юхса выртакан çĕре мĕншĕн пушшех пакăçламалла-ха? Çакăн пек хуçасăрлăх мĕн патне илсе çитерессе пурте пĕлетпĕр. Мĕншĕн, калăпăр, пĕр çуртра пурăнакан граждансен ушкăнпа субботник йĕркелес мар? Хамăр пурăнакан вырăна хамăрăнах тирпей-илемре тытмалла-çке - ырă кукка килсе тăвасса кĕтмелле мар. Йывăр-и пире ятарлă контейнерсене хытă каяша кайса хума, йывăр-и пире картише чечек акса-лартса ỹстерме?.. Тасамарлăхпа мар, тирпейлĕхпе-хăтлăхпа чапа тухмалла паянхи çыннăн! Хĕллеренпех таврана варалакан каяш шывĕ пирки тахçанах чан çапмалла. Коммуналлă çурт-йĕршĕн яваплă ертỹçĕсемпе специалистсен таса мар шыва шăтăкран çăттарса илмешкĕн вăхăтне те, майне те тупма пултармаллах. Унсăрăн шăна-пăван сĕрлевĕпе те «тутлă» шăршăпа «илĕртекен» «кỹлленчĕксем» - «тинĕсе» çаврăнма е граждансем пĕр-пĕр чире çаклатма пултарĕç. Васкамалла!



РЕДАКЦИЯ ШЕМУРШИНСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ
24 октября 2022
15:10
Поделиться