Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Чиркỹ картишĕ - чи илемлĕ вырăн

Чиркỹ картишĕ - чи илемлĕ вырăн

ШĂМĂРШĂРИ Христос Çурални ячĕллĕ храм - республикăри чи илемлĕ чиркỹсенчен пĕри. Çакна пирĕн пата килекен хăнасемпе туристсем те палăртаççĕ. Районти тĕп чиркỹ хăйĕн илемĕпе илĕртỹлĕхне лайăхлатсах пырать. Акă хальхи вăхăтра территорие тирпей-илем кĕртес ĕçсем анлă сарăлнă. Храм йĕри-тавра брусчатка сараççĕ тата ытти ĕç тăваççĕ. Малашне чиркỹ лапамĕ Шупашкартинчен пĕрре те кая пулмĕ. Чиркỹ канашĕ çитес çуркунне хитре чечексем те ытларах ĕрчетме палăртать, тĕне ĕненекенсене çак ырă ĕçе хастар хутшăнма чĕнсе калать. 



РЕДАКЦИЯ ШЕМУРШИНСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ
24 октября 2022
15:00
Поделиться