Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Алли ылтăн пулнăран ял-йыш савать ăна

Алли ылтăн пулнăран ял-йыш савать ăна

"Культура еткерлĕхĕ - малашлăх уççи" проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.

Йывăç чăвашăн пурнăçĕнче авалтанах пысăк вырăн йышăннă. Хỹтлĕхпе пурăнмалли вырăн хăтланипе пĕрлех йывăçран несĕлĕмĕрсем ĕç хатĕрĕсем, савăт-сапа туса хатĕрленĕ. Ака-сухара усă курмашкăн ут кỹлмелли хатĕр - урапа-турта, кил хушшинче усă курмашкăн - кĕреçе-сенĕк, кĕрепле-çава аврисем, платник ĕçĕнче тытмашкăн сава-пуртă пайĕсем - веçех-веçех йывăçран янтăланă асаттесем. Пир-авăр тĕртмелли, çип куммалли-пĕтĕрмелли, çăм арламалли хатĕр-хĕтĕре вăрманти йывăçран тунă вĕсем. Экологи тĕлĕшĕнчен таса чĕр тавар тумтир е ытти япала хумалăх, апат-çимĕç усрамалăх арча-çỹпçе, савăт-сапа ăсталанă.

Пытарма кирлĕ мар, пурнăç условийĕсем лайăхланнă май йывăçран касса ăсталакансем халăхра сайралчĕç. Апла пулин те, хăйсен ĕçĕпе тĕлĕнтерекенсем те пур-ха. Вĕсенчен пĕри - Анат Чаткасри Леонид Нянин.

Мĕн ачаран йывăçран каскалама кăмăлланă Леня. Пушă чухне ашшĕпе Николай Леонтьевичпа пĕрле шăхлич тунă, тенкел тавраш юсанă, кĕреçе-сенĕк аври лартнă. Амăшĕ Александра Ильинична çемьери аслă ывăлне пĕчĕк ĕçшĕн те мухтанă.

Шкултан вĕренсе тухаспа çирĕп тĕллев лартнă Леонид Нянин: пурнăçне технологи учителĕн профессийĕпе çыхăнтармалла. Çутă ĕмĕт çамрăка Марий Элти «Хисеп палли» орденлă Н.К.Крупская ячĕллĕ патшалăх педагогика институтне илсе çитерет. Ăна ăнăçлă вĕренсе пĕтернĕ хыççăн 1989 çултанпа тимлет Леонид Николаевич тăван ялăн тĕп (малтан вăтам пулнă) шкулĕнче. Çитĕнекен ăрăва технологи тата сăрă ăсталăхĕн (изобразительное искусство) предмечĕсемпе вĕрентет. Творчествăлла шухăшлав, чăтăмлăх, Турă панă тата хăй аталантарнă ăсталăх унра чăн-чăн ĕçчене курма май парать.

Вĕренекенсене йывăçран каскалама хăнăхтарасси çине Леонид Николаевич уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрать. Хăй вĕсемшĕн - ырă тĕслĕх. Килти тата шкулти мастерскойсенче нихăçан та ĕç шавĕ татăлмасть. Ĕç хатĕрĕсем - пăчкă, килĕ, пулле, хусăк, ăйă, турткăч, пăра, кар... - ăстан аллинче вăй выляççĕ тейĕн. Столяр станокĕ хăйне евĕр кĕвĕ ĕнерлесе хуçине мухтать тейĕн. Мĕн кăна тума пĕлмест халăх ăсти çăка-хурăнран, хурама-юманран! Уйран çỹпçи, пичке-шетник, чĕрес, ывăс, йĕтĕр, сувенирлăх пукане е тетте... Чỹрече хашакне, алăк е хапха тăррине эрешлени - хăйне евĕр талант! Чи пысăк ĕçĕ - Шăмăршă ипподромĕнче ларакан çил арманĕ. Вăл Анат Чаткас ял тăрăхĕн «кил-çурчĕ» валли тунăскер, аваллăха аса илтерсе асатте-мĕрсен еткерлĕхне упраканскер.

Вĕрентекенĕнчен ачасем те, урокра илнĕ пĕлỹпе хăнăхусăр пуçне, «Ăста» кружок урлă тĕрлĕ енлĕ хăнă-хăва алла илеççĕ. Леонид Николаевич ертсе пынипе вĕсем вĕренỹ пỹлĕмĕсене, шкул коридорĕсене чĕрĕ сăн кĕртме хăнăхаççĕ, чăтăмлăн тĕрлĕ стенд, курăмлă хатĕр, ывăс-йĕтĕр, çỹпçе-арча т.ыт.те ăсталаççĕ. Йывăçпа «пĕр чĕлхе тупма» пĕлеççĕ вĕсем. Ахальтен мар, предмет олимпиадисенче Нянинăн вĕренекенĕсем район шайĕнчи технологи предмечĕн олимпиадисенче тăтăшах çĕнтерỹçĕсен йышне лекеççĕ, республикăра та лайăх кăтартусемпе палăраççĕ. Александр Николаевич патĕнче пĕлỹ-хăнăху илекенсем наукăпа практика конференцийĕсенче хастарлăх кăтартаççĕ. Хăй вăхăтĕнче Экологи çулталăкне халалланă наукăпа тĕпчев конкурсĕнче Николай Нянин вĕренекен «Куракансем килĕштернĕ ĕç» номинацире республикăра çĕнтернĕ.

Вăтам е аслă ăрури çынсем те Леонид Нянин пулăшнипе платник ĕçĕн вăрттăнлăхне алла илме хăнăхаççĕ. Канашпа та, пĕрлехи ĕçпе те йывăçран касса ăсталас енĕпе авалхи ĕç мелĕсене чаткассем Леонид Николаевичран тулли кăмăлпа вĕренеççĕ. Пархатарлă та сăваплă ĕç...



РЕДАКЦИЯ ШЕМУРШИНСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ
24 октября 2022
14:55
Поделиться