Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

«Тỹрĕ линире» - Чăваш Ен Пуçлăхĕ

«Тỹрĕ линире» - Чăваш Ен Пуçлăхĕ

ОКТЯБРĔН 4-мĕшĕнче Республика Ертỹçи Телейлĕ ачалăх çулталăкне халалласа «тỹрĕ лини» ирттернĕ. Уçă калаçу вăхăтĕнче çынсенчен пĕтĕмпе 300 ыйту килсе çитнĕ, колл-центра - 120, Яндекс-формăпа йĕркеленĕ сервиса 117 ыйту пуçтарăннă.

«Тỹрĕ линире» Олег Николаев пĕтĕмпе 30 ытла ыйту çине хурав панă, республика çыннисемпе Телейлĕ ачалăх çулталăкĕ пирки канашланă.

Çак палăртнă мероприятие пултаруллă ачасемпе çамрăксен «Эткер» центрĕнче йĕркеленĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕпе иртнĕ калаçу ку хутĕнче яланхи пек мар, çĕнĕлле форматпа иртнине те палăртса хăвармалла: хальхинче «тỹрĕ линие» Олег Николаевпа пĕрле «Куча мала» ача-пăча медиа-центрĕн вĕренекенĕсем ертсе пынă. Çавăн пекех ачасемпе çыхăннă тĕрлĕ ыйтусене сỹтсе явма Чăваш Республикин Вĕренỹ тата çамрăксен политикин министрĕ Дмитрий Захаров, Чăваш Енĕн ШĔМĕн çул çитменнисемпе ĕçлекен пайĕн начальникĕ Наталья Чапурина хутшăннă.

Çĕнĕ ача сачĕсем, шкулсем тăвасси, пуррисене тĕпрен юсасси; ача-пăча площадкисене çĕнетесси, хăтлăх кĕртесси; сахал тупăшлă çемьере çитĕнекен тата сусăр ачасене социаллă пулăшу парасси; çамрăксене пур енлĕ аталанма мĕн пур тата пĕр пек условипе тивĕçтересси; ачалăхăн хăрушсăрлăхне тимлĕх уйăрасси - çак темăсене хускатнă Республика Ертỹçипе иртнĕ «тỹрĕ линире».

Олег Николаев уçă калаçу вăхăтĕнче килсе çитнĕ пур ыйту çине те хурав пама шантарнă. Ачалăхпа çыхăннă çĕнĕ пуçарусем пирки те хыпарланă вăл. Телейлĕ ачалăх çулталăкĕн логотипĕпе девизĕ çинчен те сăмах пуçарнă «тỹрĕ лини» вăхăтĕнче. Пĕтĕмлетсе каласан, калаçу чăннипех те кăсăклă иртнĕ.



РЕДАКЦИЯ ШЕМУРШИНСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ
07 октября 2022
10:32
Поделиться