Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Çăкăр та кирлĕ, сахăр та...

Çăкăр та кирлĕ, сахăр та...

2021 Çулта пирĕн районти «Колос» Агрофирма» ООО Пĕтĕм Раççейри конкурса хутшăнса «Чи лайăх сахăр чĕкĕнтĕрĕ çитĕнтерекен» ята тивĕçнĕччĕ, II степеньлĕ Диплома çĕнсе илнĕччĕ. Çак пысăк наградăна пуянкассисене кăçалхи июлĕн 13-мĕшĕнче Çĕрпỹ районĕнче ирттернĕ «Хир кунĕ-2022» выставка-куравра пачĕç.

- Иккĕмĕш степеньлĕ Диплом хисепĕ сире сахал пек туйăнмасть-и? - ыйтрăм эпĕ шỹтлесе выставка хыççăн хуçалăх ертỹçинчен Олег Кузнецовран. - Пĕрремĕш степеньлине илес кăмăл çук-и?

- Кăмăл пур паллах, - йăл кулса каларĕ Олег Васильевич. - Кăçал та конкурса хутшăнасшăн-ха. «Чĕпсене кĕркунне шутлаççĕ», - темен-и ваттисем? Пурăнăпăр- курăпăр.

300 гектар çинче çитĕнтернĕ «Колос» сахăр чĕкĕнтĕрне. Çĕрне лайăх сухаласа-кăпкалатса хатĕрленипе, минерал удобренийĕсене çителĕклĕ хывнипе паха вăрлăхпа тата вăхăтра акнипе, çум курăксемпе тата сиенлĕ хурт-кăпшанкăпа çине тăрса кĕрешнипе тухăç кăçалхи çу кунĕ сенчи типĕ те шăрăх çанталăкра та аван.

Хальхи вăхăтра сахăр чĕкĕнтĕрне юлашки гектарсем çинче Павел Багаутдинов комбайнпа пуçтарса кĕртнĕ. Ултă-çичĕ минутрах вăл 30 тонна кĕрекен бункера хир хĕррине пушатать те, каллех чĕкĕнтĕр йĕрĕсем çине васкать.

POPA EURO-TIGER комбайн - пысăк хăватлă ял хуçалăх машини. Павел Багаутдинов каланă тăрăх, комбайн чĕкĕнтĕр çулçине икĕ енне те пăрахса пырать, çакă ĕç тухăçлăхне ỹстерет. Кабинăра техника кĕрлени те илтĕнмест - инженерсен чĕлхипе каласан: «тулли звукоизоляци». Сивĕрех çанталăкра кабинăна ăшăтмалли хатĕр те пур. Вентиляци сывлăша тасатса тăрать.

POPA EURO-TIGER дизель топливипе ĕçлет, мĕн пур ĕçе комбайнер электрон режимĕпе пурнăçлать. Кĕскен каласан, чăннипех те малашлăхри комбайн ĕçлет паян Пуянкасси хирĕнче. Агрегата хатĕрленĕ чух çĕнĕ технологисемпе анлăн усă курнă.

Олег Кузнецов каланă тăрăх, кашни гектартан вăтамран 350-370 центнер тухăç тухать. 400 центнер ытла панă лаптăксем те пур. Кун пирки ытти çулсенче ĕмĕтленме çеç пултарнă.

Хуçалăх инвесторĕ - Ульяновск облаçĕнчи «Симбирка» Суту-илỹ çурчĕ» ООО - пуянкассисемпе темиçе çул хушши ĕнтĕ килĕштерсе ĕçлет. Çакă икĕ еншĕн те тупăшлă.

Чи кирли - çĕр-шыв, тырăсăр пуçне, Пуянкасси çĕрĕ çинче çитĕнтернĕ сахăра та кĕтет.

Çăкăр та кирлĕ çынна, сахăр та. Ял хуçалăхĕнче ĕçчен те пултаруллă, мал ĕмĕтлĕ çынсем пур чух лавккасенче çăкăрпа булка та, сахăр та, ытти продукт та çителĕклĕ пуласси пирки иккĕленмелли çук.



РЕДАКЦИЯ ШЕМУРШИНСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ
07 октября 2022
10:34
Поделиться