«Ял-ял витĕр тухрăмăр, Электриццă çутипе...»
ЧĂВАШ ХАЛĂХĔН «Вăрман витĕр тухрăмăр» юрри пур:
«Вăрман витĕр тухрăмăр, тухрăмăр,
Вĕрене çулçи çутипе, çутипе.
...Ял-ял витĕр тухрăмăр, тухрăмăр,
Электриццă çутипе, çутипе...»
Чăнах та, юрри ĕлĕкхиех-ха, пирĕн Шăмăршă районне электричество кĕртнĕренпе 55 çул ытла иртнĕ. Анчах ялпа яла çыхăнтаракан аслă çулсене çĕрлехи вăхăтра çутатса тăрасси халĕрех кăна пуçланчĕ.
Акă кăçал «Хăрушлăхсăр лайăх çулсем» наци проекчĕ пулăшнипе Шăмăршă - Суйкăн - Алтышево - Аниш авто çул хĕррипе - пурĕ 3,4 километр тăрăшшĕ - тĕттĕмре çутатса тăракан линие туса пĕтерчĕç.
Çул-йĕр çинчи хăрушлăхсăршăн тăрăшсах, 2 километр тăрăшшĕ тротуар сарма тата çул урлă çуран каçакансем валли 6 вырăн тума тытăннă.
Подряд организацийĕ - «МостСтрой» ООО - строительствăпа монтаж ĕçĕсене çывăх кунсенчех вĕçлеме шантарать.
И.АНАТКАС.