Ватăлатпăр çав, тăван, ватăлатпăр
ЯЛТАН ЯЛА çỹренĕ чух ĕлĕкхи тус-юлташа куратăп та, чун хĕпĕртет. Вăтăр-хĕрĕх çул каялла вĕсем тракторпа е автомашинăпа ĕçлетчĕç, фермăра тăрăшатчĕç, бригадир е агроном «лавне» тỹрĕ кăмăлпа туртса пыратчĕç. Халĕ пурте - тивĕçлĕ канура, ачисем хулара пурăннипе е урăх тĕлте çурт- йĕр çавăрнипе ватлăха килтен питех тухса çỹремесĕр ирттереççĕ.
«Çулталăкра пĕрре Шăмăршăри Акатуя килсе кайăр хуть!» - ỹкĕтлетĕп туссене. Çук, Акатуя та килмеççĕ, тем пек кăмăлĕсем пур пулин те çул çỹреме хавасах мар вĕсем. Пĕрре - çул укçи хаклă, тепре - халĕ Шăмăрша çити автобус та çỹремест. Чукал тăрăхĕнчен район центрне таксипе килме 700-800 тенкĕ ыйтаççĕ те, пысăк мар пенси укçипе питех тухса çỹреймĕн.
Тухмах тивет çав: больницăна та каймалла, тĕрлĕ кантурсене те çитмелле. Юнкунсенче Шăмăршă пасарне çитсе унти-кунти туянмалли те пулать. Пенси укçи, тем пек перекетлесен те, чи кирлине туянма та çитсе пымасть. Ачасемпе мăнуксене те кăштах та пулин пулăшас килет. Çуралнă кун ячĕпе пĕрер-икшер пин тенкĕ е ытларах та укçа парса хавхалантараççĕ, кайран ватăсен тата та хĕсĕнерех пурăнма тивет.
Ваттисене патшалăх пулăшмасть мар-ха, пенси укçине вăхăтра параççĕ. Анчах апат-çимĕçпе ытти таварсен хакĕсем ỹснĕçем ỹссе пынă чух пенси укçи вĕсене ниепле те «ĕлкĕрсе» пыраймасть. Эмелсен хакĕсем те хăпарса кайрĕç. Ирĕксĕрех халăх медицинин мелĕсемпе - йỹç кăшманпа, эрĕмпе, кукша пуç (одуванчик) чечекĕпе, ытти майсемпе - сипленме тивет. Шел те, çак мелсем йывăр чирсене сиплеймеççĕ, больницăна каймасăр килте курăк чейне ĕçсе пурăннипе çеç сывалма шанăç нумай мар.
Ваттисене пахча ĕçĕсенче те кансĕр, алла кĕреçе тытса темиçе метр чавсан та вăй-хал пĕтет. Юн пусăмĕ тăруках ỹссе кайни инфаркт е инсульт патне илсе çитерме те пултарать.
Лартмĕччĕç çĕр улмипе ытти пахча çимĕçе, анчах мĕн çисе пурăнмалла? Усрамĕччĕç качакапа чăххи-чĕппине - апат-çимĕçе лавккаран туянма укçа-тенкĕ çитсе пымасть. Вăй çук пулсан та, пуç çаврăнсан та килти хуçалăхра тăрăшмалла, ĕçлемелле...
Çитмĕлти-сакăр вуннăри çынсем улма-çырла йывăççисем лартнине, хитре чечексем ĕрчетнине куратăп та, вĕсене чун-чĕререн тав тăвас килет. Еплерех юратаççĕ вĕт-ха ватăсем çут тĕнче илемне, Турă панă кашни ырă куна! Тен, пан улмипе грушăна хăйсен пурнăçĕнче ас тивсе те кураймĕç, çапах та ачисемпе мăнукĕсем татса çийĕç тесе ĕмĕтленеççĕ. Çак шухăшпах кил-çуртне, хуралтăсене юхăнма памаççĕ, ир тăраççĕ те каçченех кĕштĕртетеççĕ, кĕштĕртетеççĕ...
Çулталăкра пĕрре - октябрĕн 1-мĕшĕнче - Ваттисен уявне ирттеретпĕр. Ĕç коллективĕсем хăйсен патĕнче тăрăшнă ветерансене чыслаççĕ, ăшă сăмахпа кăмăлĕсене çĕклеççĕ.
Ку аван-ха. Анчах район центрĕнчи хăш-пĕр предприятисемпе организацисен, районти колхозсемпе совхозсен халĕ ячĕ çеç юлнă. Вĕсем патĕнче ĕлĕкрех чунтан тăрăшса ĕçленисене паян кам чыслĕ? Çапах та вĕсем ют патшалăх çыннисем мар вĕт, хамăр Тăван çĕр-шыв гражданĕсемех.
Ман шутпа, ял тăрăхĕсен администрацийĕсен аслă ăру çыннисене пĕрле пуçтарса уяв туса памаллах, илемлĕ пултарулăх коллективĕсен вĕсене юрă-ташă парнелемелле.
Килтен тухса çỹрейменнисене те кỹрентерес марччĕ, хитре открыткăпа е ăшă саламлă çырупа савăнтарасчĕ, телефонпа шăнкăравласа çирĕп сывлăх сунасчĕ.
Ачасемпе мăнуксене - уйрăм сĕнỹ. Атьăр-ха ватăлса çитнĕ çывăх çыннăмăрсене кăштах та пулин савăнăç кỹрер, пĕчĕк парнепе, салам сăмахĕпе чунĕсене ăшăтар. Октябрĕн 1-мĕшĕнче кăна мар, кашни уяврах саламлама манас марччĕ. Вĕсен куçĕсенче хурлăх куççулĕ мар, савăнăç куççулĕн тумламĕсем йăлтăртатчĕр, хăйсен пурнăçне ахаль ирттерменнине ватлăхра туйса тăччăр.
Ив.САЛАНДАЕВ.