Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Тивĕçе пурнăçламаллах

Тивĕçе пурнăçламаллах

ТĂВАН ÇĔР-ШЫВА хỹтĕлесси - кашни гражданинăн тивĕçĕ. Çĕр-шывра йышлă мар мобилизаци ирттересси пирки Указ йышăннă май, Раççей Федерацийĕн Уголовнăй кодексне те хăш-пĕр улшăну кĕртнĕ. Мобилизацирен пăрăнма тăрăшакансене çирĕп айăпласси пирки те каланă. Енчен те алла повестка илнĕ çын палăртнă кун çав-çав сехетре çар комиссариатне пĕр сăлтавсăрах пыман пулсан, ăна административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан Кодекспа тата Уголовнăй Кодекспа никĕсленсе 500 тенкĕрен пуçласа 3000 тенкĕ таран (РФ КоАП 21,5 ст.) штраф тỹлеттерме, е 200 пин тенкĕ таран штраф тỹлеттерсе икĕ çул таран ирĕкрен хăтарма (РФ УК 328 ст.) пултараççĕ. Мобилизацирен пăрăнакан çыннăн ответлăхне суд палăртать.



РЕДАКЦИЯ ШЕМУРШИНСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ
30 сентября 2022
13:48
Поделиться