Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Тимлĕхе çухатар мар

Тимлĕхе çухатар мар

ТĔНЧЕРИ лару-тăру лăпкă мар чухне терроризм хăрушлăхĕ те ỹсет. Акă çак кунсенче кăна-ха Шупашкарти темиçе учреждение такамсем мина хунă тесе шăнкăравланă. Çак суя шăнкăравсене те тивĕçлĕ органсен тĕплĕн тĕрĕслеме тивет. Мĕншĕн тесен, террористсем чăнласах ирсĕр ĕç тума та пултараççĕ.

Кулленхи пурнăçра террорла ĕçсем пуласран питĕ асăрхануллă пулмалла. Район центрĕнче е ытти ялта пач палламан иккĕлентерекен çынсем çỹремеççĕ-и? Вĕсем шкул е ача сачĕ çывăхне пымаççĕ-и? Çакна асăрхасан пĕр тăхтаса тăмасăр полици уйрăмне пĕлтермелле.

Суя шăнкăравсене те шута илмесĕр хăвармалла мар, терроризм пулас хăрушлăха çийĕнчех сирме тăрăшмалла.

А.АЛЕКСАНДРОВА.



РЕДАКЦИЯ ШЕМУРШИНСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ
30 сентября 2022
13:44
Поделиться