Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Владимир Путин Указ йышăннă

Владимир Путин Указ йышăннă

РАÇÇЕЙ ФЕДЕРАЦИЙĔН Президенчĕ В.В.Путин 2022 çулхи сентябрĕн 21-мĕшĕнче «Раççей Федерацийĕнче йышлă мар мобилизаци пĕлтересси çинчен» Указ йышăннă.

Президент регионсен пуçлăхĕсене мобилизаци ĕçĕнче çар комиссариачĕсене пулăшу пама хушнă.

«Раççей гражданĕсем çакна çирĕп шанма пултараççĕ: пирĕн Тăван çĕр-шыв территорийĕн никам перĕнменлĕхне, пирĕн никама пăхăнманлăхпа ирĕклĕхе сыхласа хăварассишĕн эпир хамăрăн пур хатĕрпе те усă курăпăр», - çакна палăртсах каланă В.В.Путин. Президент Раççей гражданĕсем Указа ырласа йышăнасса çирĕп шанни çинчен пĕлтернĕ.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ О.Николаев Раççей Президенчĕн çĕр-шывра йышлă мар мобилизаци пĕлтересси çинчен калакан Указне тĕрĕс те вăхăтлă йышăну тесе хакланă. Çавна май хăйĕн отпускне татса ĕçе тухни çинчен пĕлтернĕ. Республика мобилизаци задачисене ăнăçлă пурнăçласси пирки иккĕленмелли çук. Оборона комплексĕн предприятийĕсем мобилизаци режимĕн йĕркипе ĕçлесси çине куçаççĕ. Çавăнпа пĕрлех республика социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн задачисене, наци проекчĕсенче палăртнă тĕллевсене пурнăçа кĕртсе пырĕ.

В.Денисов,
Шăмăршă район администрацийĕн пуçлăхĕ:

- Пирĕн район çыннисем Раççей Федерацийĕн Президенчĕн В.В.Путинăн йышăнăвне, Донецк тата Луганск халăх республикисем, Херсон тата Запорожье облаçĕсем Раççей патшалăхĕн йышне кĕрес ыйтупа референдум ирттерме палăртнине ырлаççĕ, çĕр-шывăн оборона хăватне ỹстерессишĕн эпир хамăртан мĕн кил- нине пурне те тума шантаратпăр.

П.Фомин,
отставкăри офицер, районти ветерансен канашĕн председателĕ:

- Раççей суверенитетне, хăрушсăрлăхпа территори пĕрлĕхне хỹтĕлесе хăварасси - çĕр-шыври патриот чунлă кашни çынна хытă хумхантаракан çивĕч ыйту. Çавăнпа та эпĕ В.В.Путинăн йышлă мар мобилизаци йĕркелесси çинчен калакан Указне чĕререн ырлатăп. Çак кунсенче районта кампа кăна тĕл пулса калаçман - пурте Президентпа пĕр шухăшлă пулни çинчен пĕлтереççĕ. Донецк тата Луганск халăх республикисем, Херсон тата Запорожье облаçĕсем Раççей патшалăхĕн йышне кĕресси пирки референдум ирттерме палăртни, ман шутпа, питĕ вăхăтлă та кирлĕ йышăну. Паянхи кăткăс та татăклă йышăнусем тумалли тапхăрта районти ветерансен канашĕ çамрăксем хушшинчи çарпа патриотизм ĕçне тĕпрен лайăхлатса пырĕ.

Ю.Афанасьев,
Афганистанра интернационалла тивĕçе пурнăçланă запасри рядовой.
Ярăслав ялĕ:

- Эпир - Афган вăрçи витĕр тухнă, хаяр çапăçусенче юн тăкнă çынсем - В.В.Путинăн çĕр-шывра йышлă мар мобилизаци ирттересси çинчен калакан Указне чи тĕрĕс йышăну тесе палăртатпăр. Çĕр-шыва тăшманран хỹтĕлесси - кашни арçыннăн чи таса тивĕçĕ. Çакна пурте лайăх ăнланаççĕ пулĕ тесе шутлатăп. Донецк тата Луганск халăх республикисем, Херсон тата Запорожье облаçĕсем Раççейпе пĕрлешме шутланине районти воин-интернационалистсем чĕререн ырлаççĕ.

Калаçăва Ив.САЛАНДАЕВ йĕркеленĕ.



23 сентября 2022
15:47
Поделиться