Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Лартар-ха йывăç, тусăмсем

Лартар-ха йывăç, тусăмсем

ĔЛĔКРЕХ пĕр-пĕр паллă кун ячĕпе районта йывăçсем лартса хăварасси çирĕп йăлана кĕнĕччĕ. Çак ырă ĕçе кăçал та манас марччĕ. Шăмăршă районĕ 95 çул тултарнă май, ялсенче аллейăсемпе парксем йĕркелесен питех те аван пулĕччĕ. Çак ĕçе депутатсем ертсе пырсан халăх тав сăмахне çеç калĕччĕ. Паллах, ял старостисен те аяккинче тăмалла мар. Йывăçсемпе тĕмсем лартмалли кĕркуннехи уйăхлăх районта мĕнле иртесси шкул коллективĕсенчен те нумай килет. Ачасене ырă ĕçе явăçтарни воспитани енчен те пысăк пĕлтерĕшлĕ.

В.ЮМАНОВ.
Шăмăршă ялĕ.



РЕДАКЦИЯ ШЕМУРШИНСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ
23 сентября 2022
15:51
Поделиться