Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Коронавирус хăратать

Коронавирус хăратать

ШĂМĂРШĂ районĕнче коронавирус чирĕ сарăл- сах пыни пăшăрхантарать. Уйрăмах аслă çулхи çынсем аптăраççĕ. Иртнĕ эрнере коронавируспа чирленĕ 50 çĕнĕ тĕслĕх тупса палăртнă. 65 çулти тата унтан аслăрах, 50 çултан пуçласа 64 çула çитичченхи çынсем ытларах чирлеççĕ. Хăрушă чир ан сарăлтăр тесен, пур çĕрте те профилактика ĕçне вăйлатмалла. Обществăлла вырăнсенче çĕнĕрен маскăпа çỹреме сĕнетпĕр.

Çавăн пекех прививка кампанине те хутшăнмалла, вакцинаци пире инфекци тапхăрне çăмăлрах чăтса ирттерме май парĕ.

Хальхи вăхăтра Шăмăршă район больницинче Гам-Ковид-Вак (СпутникV) вакцина пур. Вакцинацие 8(83546) 2-32-84 телефонпа, ГОСУСЛУГИ порталта тата поликлиникăн 56-мĕш кабинетĕнче çырăнма пулать.

И.СМИРНОВА,
район больницин тĕп врачĕ.



23 сентября 2022
15:49
Поделиться