Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Асăрханулăх - чи кирли

Асăрханулăх - чи кирли

КУЛЛЕНХИ пурнăçра кĕтмен инкек-синкек пуласран яланах асăрхануллă пулни кирлĕ. Çак тĕллевпех сентябрĕн 20-мĕшĕнче Шăмăршă вăтам шкулĕнче пушар вăхăтĕнчи эвакуацие йĕркелес ыйтупа вĕренỹ иртрĕ.

Вĕренỹ эвакуацийĕ вăхăтĕнче шкул персоналĕпе ачасем кăткăс лару-тăрура çухалса кайманни, хăрушсăрлăх правилисене лайăх пĕлни палăрчĕ. Вĕсем тревога сигналĕ пулсанах шкул çуртĕнчен питĕ хăвăрт тухрĕç, хушаматсене асăнса чĕннĕ чух çуртра никам та çухалса юлманни палăрчĕ. Ачасем учительсен хушăвне тĕрĕс те хăвăрт пурнăçлани кĕтмен инкек пуласран сыхланма май парать.

Мероприяти пĕтĕмлетĕвĕнче шкул ачисем умĕнче 42-мĕш номерлĕ пушар чаçĕн представителĕсем М.Ильин, И.Крылова тата А.Кузьмин тухса калаçрĕç, яланах тимлĕ те асăрхануллă пулма сĕнỹ пачĕç.

И.КРЫЛОВА.



РЕДАКЦИЯ ШЕМУРШИНСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ
23 сентября 2022
15:50
Поделиться