Асатте-асаттемĕрĕн пĕр юрри те, пĕр уявĕ те манăçа ан тухтăр
"Культура еткерлĕхĕ - малашлăх уççи" проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.
Кам пĕлмест пулĕ Пуянкассинчи «Аххаяс» Халăх фольклор ансамбльне! Ытарайми юрă-ташăпа чуна тыткăнлать вăл, ламран лама куçакан сурхурипе çăварни, мăнкунпа çинçе, хĕр сăрипе кĕр сăри йышши йăла-йĕркене çитĕнекен ăру патне çитерме тăрăшать. Ылтăн-кĕмĕлпе те виçеймĕн пирĕн чăвашăн сăмахлăхне!
Пуянкасси фольклор ансамбльне 1990 çулта Пуянкасси ял библиотекин заведующийĕнче тимлекен Надежда Федотова йĕркеленĕ. Улах сăри йăли-йĕркине сцена çине кăларма шутланăскер, хăй вăхăтĕнче клуб заведующийĕпе Людмила Михайловăпа нумай канашланă. 12 мăшăрпа чăн-чăн пурнăçри пек евĕрлекен ĕлĕкхи йăлана куракан пĕтĕм кăмăлтан йышăнмалăх хатĕрленĕ. Пуçланнă вара вĕçĕ-хĕррисĕр репетицисем, гастрольсем...
1994 çулта чăваш халăх ташшисен республика шайĕнчи «Аххаяс» уяв-конкурса хутшăнни пуянкассисен фольклор ушкăнне çак фестиваль ятне суйлама витĕм кỹнĕ. Çапла вара Надежда Федотова ертсе пыракан фольклор ансамблĕ паянхи кунчченех «Аххаяс» ятпа хăйĕн пултарулăхне кăтартать.
Ăçта кăна çитмен-ши ку ушкăн?! - Чăваш Енри районсене («Кĕр сăри» уяв, вăйă карти, фольклор уявĕ), Тутарстанри Нурлатпа Аксăва (акатуй) тата Элкел районĕн Сиктĕрме-Хусанкай ялне (Пĕтĕм Раççей шайĕнчи Уява), Шупашкара (Пĕтĕм Раççейри «Атăл çи çăл куçĕсем» уяв, акатуйсем), Чĕмпĕр хулипе облаçне («Легенды Симбирской земли» конкурс-уяв, çăварни, акатуй), Мускава (чăваш диаспорин «Сурхури» уявĕ, чăваш акатуйĕ), Саратова (Пĕтĕм чăваш акатуйĕ)...
Паллах, ялти тата районти пĕр уяв та «Аххаяс» хутшăнмасăр иртмест. Пуянкассисен «Сурхурине» Чăваш наци телевиденийĕ сенкер экран çине кăларчĕ пулсан, 2021 çулта Ленинград телевиденийĕ Çăварни йăли-йĕркине Пуянкассине килсе ỹкерчĕ. Пархатарлă ĕç ку!
Фольклор ансамблĕ вĕрентекенсемпе воспитательсене, культура ĕçченĕсене, ял администрацийĕн специалисчĕсене, пенсионерсене пĕрлештерет. Чи асли - Галина Андреева, чи кĕçĕнни - Софья Тимофеева. Вырăнти (анатри) чăвашсен йăли-йĕркине хăйсем хатĕрленĕ çи-пуçпа (вăл 4 тĕрлĕ) кăтартаççĕ. Алексей Андронов, Борис Михайлов, Герман Ларшников маларах кĕвĕ-çемĕ калассипе сисĕмлĕ пулăшу панă пулсан, халĕ ку яваплă тивĕçе Николай Андреевпа Федор Малов купăсçăсем пурнăçлаççĕ. Республикăри наукăпа методика центрĕн методисчĕ «Аххаяса» ку е вăл мероприяти умĕн кирлĕ сĕнỹ парать.
Пĕр ĕмĕт-тĕллевпе - вырăнти сăмахлăха, йăла-йĕркене упрас-сарас тĕллевпе - пурăнать Пуянкассинчи ЧР Тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Надежда Федотова ертсе пыракан «Аххаяс» Халăх фольклор ансамблĕ. Чăвашлăха аталантарассинче ун тỹпи вышкайсăр пысăк.
Кăларăма Зинаида СВЕКЛОВА хатĕрленĕ.