Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Аваллăх çỹпçи - пăхса ытарайми

Аваллăх çỹпçи - пăхса ытарайми

"Культура еткерлĕхĕ - малашлăх уççи" проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.

Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем вĕренỹпе воспитани юхăмĕнче районта та, Чăваш Енре те палăрма ĕлкĕрнĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-90-мĕш çулĕсенче производство практикипе республикăра чапа тухнă пулсан, хальхи вăхăтра пултаруллă вĕрентекенсем ертсе пынипе тĕпчев-проект ĕçĕпе тĕлĕнтереççĕ. Ку енĕпе вĕсене шкулти краеведени музейĕ сисĕмлĕ пулăшу парать.

Астăватăп-ха, шкулта ĕçленĕ чухне уçă уроксемпе мероприятисене килсен пашьелсем пирĕнпе иккĕмĕш хутри музейра экскурси ирттеретчĕç. Авалхи çи-пуçпа, савăт-сапапа, ĕç хатĕрĕсемпе, тĕрлĕ çулсенчи ĕç хучĕсемпе хаваспах паллашаттăмăрччĕ. Пĕчĕк çеç пỹлĕмре мĕн кăна çукчĕ-ши...

Пĕлỹ çуртне тĕпрен юсанă хыççăн экспонатсене пĕрремĕш хутри вăтам пỹлĕме куçарнă. 2019 çултанпа кунти ĕç-пуçа историпе обществознани вĕрентекен Татьяна Аркадьевна Тимошкина йĕркелесе тăрать.

Тỹрех каламалла, малтанхинчен нумай пуянрах, илĕртỹллĕрех шкул музейĕ. Экспонатсене тематикăпа пĕлсе ушкăнлани кăмăла çĕклет. Сулахайра - Çар мухтавĕн кĕтесĕ. Акă хĕрлĕ пурçăн хăюпа çавăрнă...хĕç. Ун хуçи - граждан вăрçинче шуррисене хирĕç çапăçнă Иван Лаврентьевич Сесюкин (1897-1952çç.). Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннă Пăчăрлă Пашьелпе Асанкасси çыннисен çапăçу вырăнĕсен схема-карттисем, Мухтав хучĕсем, орден-медалĕ (вĕсем ятарлă стенд çинче), фронтра усă курнă япалисем, çапăçу хирĕнчен янă виç кĕтеслĕ çырăвĕсем... Вăрçă участникĕсем çинчен çырнă вуншар тĕпчев ĕçĕ тирпейлĕн файл-папкăсенче упранать. Çĕнтерỹ кунĕ тĕлне ачасем тĕрлесе-эрешлесе-çырса тунă виç кĕтеслĕ тутăрсем, ветерансене халалланăскерсем, речĕпе çакăнса тăраççĕ. Ку енчех - 18-20-ĕмĕрсенче çаврăнăшра пулнă пăхăр, кĕмĕл тата хут укçасем.

Сулахайри кĕтес - чăваш çемйин «тĕпелĕ», пурăнакан вырăна аса илтерет. Кăмака, сĕтел, сентре, çăка хуппинчен ăсталанă сăпка, тем тĕрлĕ ĕç хатĕрĕсем... Арча-çỹпçе, пир станĕпе çип пĕтĕрмелли урапа, тĕрки-тĕрки тĕртнĕ пир... Хĕрарăм кĕписем, саппунсемпе явлăксем, кăкăр умне çакмалли эрешсем, мăясемпе мăй çыххисем, сарăсем... Арçынсен пир кĕписемпе йăрăмлă-йăрăмлă йĕмĕсем, тăла чăлхасем... Çăпатисем мĕне тăраççĕ! Çỹлерех асăннă япаласене 19-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче усă курнă е тăхăннă-çыхнă-сырнă.

Тĕрĕ-эрешрен куç илейместĕн. Акă хурапа пĕветнĕ катан пир çине тĕрленĕ Кремль, вăл хĕрлĕ чечек ăшĕнче; çĕвви - вертикальпе тултарса тĕрленĕскер, «Миру - мир» тесех «çырнă»; тĕрĕçĕ ячĕ те «çырăннă» - Леонтьева Лидия.

Пионерие, шкула, колхоза, ялсене, орден-медале тивĕçнисене, нумай ачаллă амăшĕсене, паллă ентешсене (наука çынни те, çыравçă та, тухтăр та пур вĕсем хушшинче) халалланă кĕтессемпе стендсем - историе аса илме меллĕ.

Сылтăм енчи стена тăршшĕпе - темиçе хутлă сентре-çỹлĕк. Тăмран, йывăçран, çăка хуппинчен, тимĕртен ăсталанă савăт-сапа вĕсем çинче. Музыка инструменчĕсем - мандолинăпа сĕрме купăс таранах.

Авалхи паллă мар чĕр чунсен шăммисем, темиçе ĕмĕр каялла пурăннă этем бюсчĕ... Мĕн тери кăсăклă!

Ку - аваллăх ахрăмĕ. Ку - ăрусен çыхăнăвĕ. Çакă веçех - нумай çул хушши ырми-канми тунă ĕç!

Музей ĕçĕн пуçаруçи вара - Аслă Аттелĕх вăрçи тата педагогика ĕçĕн ветеранĕ А.И.Гармонщиков.1950 çулта вĕренекенсемпе пĕрле вăл - истори учителĕ - Пăчăрлă Пашьелпе Кивĕ Чукал хушшинчи Пăчăрлă шывĕ хĕрринче археологи ĕçĕсене туса ирттернĕ. Чавнă вырăнта сĕм авалхи шăмăсем тупăнни, пурне те кăсăклантарса, шырав-тĕпчев тĕнчипе çывăхлатнă. Александр Иванович ертсе пынипе шкул ачисем, килĕрен киле çỹресе ĕлĕкхи савăт-сапа, ĕç хатĕрĕсем, тумтир, вăрçа хутшăннă ентешсем (никама та мантарман) çинчен паха материал пухнă. Вăрçăра пуç хунисен тата киле таврăннисен кашнин сăн ỹкерчĕкне пысăклатса коридора çакнă, халĕ - çĕнетнĕ стенд çинче. Вĕсемпе юнашар – Афганистанра интернационалла тивĕçе пурнăçланисен сăнĕсем. Патриотизм шăпах çакăнтан пуçланать!

...А.Гармонщиковăн ĕçне Татьяна Тимошкина чыслăн малалла тăсать. Кунта, ахаль уроксемсĕр пуçне, Паттăрлăх сехечĕ, тĕрлĕ мероприяти ирттереççĕ. Ачасем пĕр акцирен те юлмаççĕ. Республикăри «Авангард», «Эткер» обществăлла организацисем йĕркелекен конкурссенче хастарлăх кăтартаççĕ. Пĕлтĕр акă Сăрпа Хусан хутлăхне тăвакансен паттăрлăхне халалланă республика шайĕнчи кăткăс конкурсăн виçĕ тапхăрĕ витĕр тухса диплома тивĕçрĕç. «Ростуризм» федераци центрĕнче регистрациленнĕ краеведени музейĕ шкулти 6 обществăлла юхăмпа («Юнармия», «Çĕнтерỹ волонтерĕ», «Эпĕ - доброволец!» т.ыт.те) тачă çыхăнура ĕçлет.

Пĕр сăмахпа, несĕлĕмĕрсен ăс-хакăлпа пурлăх культурине шанчăклăн упрать, вĕсемпе вырăнлă усă курать шкул музейĕ. Еткерлĕхĕ килес ăрусем патне çитесси те куç кĕрет...



РЕДАКЦИЯ ШЕМУРШИНСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ
19 сентября 2022
10:48
Поделиться