Ыр сунса пани - ĕмĕрлĕх
СЫВЛĂХ енчен хавшакрах тата ватă çынсемшĕн чи кирли, паллах, пулăшупа тимлĕх. Тепĕр чухне вара пĕчĕк парне те вĕсен кăмăлне самаях çĕклет. Акă нумаях пулмасть «Телейлĕ ватлăх» («Старость в радость») ыр кăмăллăх фончĕ пулăшнипе Карапай Шăмăршăри психоневрологи интернатĕнче социаллă пулăшу илекенсем валли çĕнĕ куçлăхсем туяннă.
Çут тĕнче илемне çивĕчрех куçпа курма май туса панишĕн питĕ савăннă кунта пурăнакансем. Ара куç çивĕчлĕхĕ самаях чаксан мĕн тери кансĕр-çке: кĕнеке-хаçат вулама та, ỹкерме-сăрлама та, ал ĕç тума та, ĕçлеме те питĕ хĕн. Çĕнĕ куçлăх çак тĕлĕшпе - курăмлă пулăшу. Халĕ психоневрологи интернатĕнче социаллă пулăшу илекенсем çут тĕнче илемне те çивĕчрех курма пултараççĕ.
Е.САВЕЛЬЕВА.