Хăй тĕллĕн ĕçлекене - патшалăх пулăшăвĕ
Хальхи ĕçсĕрлĕх тапхăрĕнче харпăр хăй тĕллĕн ĕçлеме кăмăл тăвакансене патшалăх пулăшу панине пурте пĕлеççĕ. Хăшĕ-пĕри кун пирки иккĕленет, килти хушма хуçалăха аталантарма выльăх-чĕрлĕх е ял хуçалăх техники туянмашкăн тăхтать. Хăй вăйне шанса пурăнакан вара хăюллăнах татăклă утăм тăвать.
Ярăславри Татьяна Локтина иккĕмĕш ушкăна кĕрет. Ĕçсĕрскер, ЧР Министрсен Кабинечĕн 2018 çулхи октябрĕн 26-мĕшĕнче кăларнă 433№ «Професси тупăшĕнчен кĕрекен налук» ятарлă налук йĕркипе ĕçлекен граждансен килти хушма хуçалăхне аталантармалли программипе паллашнă. Ун хыççăн мăшăрĕпе канашласа «хăй тĕллĕн ĕçлекен» («самозанятый») категорие кĕме налук инспекцийĕнче регистрациленнĕ. Малтанласа кỹршĕрен 75 пинлĕх пушмак пăру (унтан ĕне тăвасшăн) туяннă. Унтан выльăх туяннă укçана саплаштарас тĕллевпе субсиди илмешкĕн пулăшу ыйтса Шăмăршă район администрацине заявлени çырнă, кирлĕ документсене тăратнă. Ик эрнерен Надежда Геннадьевнăна 70 пин тенкĕ укçа куçарса панă.
Субсидие тавăрмалла мар пани - ял çыннишĕн хăех пысăк çăмăллăх. Йĕрке тăрăх, пурăна-киле, пушмакран ĕне тусан сĕт е ун продукцине сутса пухăннă укçа-тенкĕн 4 процентне уйăхсерен 3 çул хушши налук тỹлеме ямалла пулать. Ку тĕслĕхре - 2 çул ытларах тỹлемелле, мĕншĕн тесен пуш-мак пăру пăруличчен çулталăк кирлех. «Хăй тĕллĕн ĕçлекен» категорирен 3 çул хушшинче тухма юрамасть.
Локтинсен çемйи выльăх туянассинче çăмăллăх туйнишĕн чунтан савăнать, килти хушма хуçалăха аталантарас ĕçре сисĕмлĕ пулăшу панăшăн ЧР Ял хуçалăх министерствине тата Шăмăршă район администрацине, унти ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникне Олег Николаевич Алексеева чĕререн тав тăвать.
З.Свеклова.