Шăнкăр-шăнкăр çăл куç
Туризм - романтика çеç мар..." проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.
ÇĔНĔ ЧУКАЛ (Пулмантăш) ялĕ таврашĕнче çăл куçсем тапса тăни туристсене çак тăрăха илĕртме тивĕç.
Акă Киремет çăлнех илер-ха. Ватă çынсем каланă тăрăх, ĕлĕк кунта Киремет карти пулнă. Çăл куç шывĕ питĕ сиплĕ шутланнă, çак сивĕ шыва ĕçсен никам та чирлемен.
Сивĕ çăл (Кашкăр çăлĕ) вара пачах урăхла - унăн пăр пек сивĕ шывĕ чирлеттерме пултарать. Каçсерен ку вырăна вăрмантан кашкăрсем килсе улани çинчен те калаççĕ. Çавăнпах ăна Кашкăр çăлĕ те теççĕ.
Таса çăл (Святой источник) та легендăпа çыхăннă. Çак çăлта хăçан-тăр Турă Амăшĕн Тихвински турăшĕ курăннă пулать. Унтанпа çак çăл патне çынсем йышлăн килеççĕ, кунтах çĕр выртаççĕ. Çăл куç шывĕ тĕрлĕ чиртен сиплени çинчен калаççĕ.
Июлĕн 9-мĕшĕнче - Тихвински кунĕнче - Таса çăл патне пасарти пек халăх килсе тулать. Çак çăл куç шывĕ вăрах вăхăт пăсăлмасăр упранать.
Шур чул çăлĕ (Белый ключ) - хăйĕн ятне шыв айĕнче шурă чулсем выртнипе илнĕ. Кунти шыв чи таси те чи сивви шутланать.
Мунчала кỹлли (Озеро мочалок) хăйĕн ятĕнченех паллă: ĕлĕк кунта пушăт шỹтерсе мунчала хатĕрленĕ.
Шапа кỹлли (Лягушовка) вăрманта вырнаçнă. Çак кỹлĕре шапа нумай пулнă, вĕсем кăшкăрни таçта инçетре илтĕнсе тăнă. Хальхи вăхăтра кỹлĕ йỹçлĕхе çаврăннă.
Анчăк çырми (Собачий овраг) те хăйĕн ятĕнченех паллă. Ĕлĕк ял тăрăх ирĕкре чупакан йытăсемпе кушаксене, староста хушнине пурнăçласа, тытса килсе шыва путарнă. Çапла уртаракан чир-чĕр сарăласран сыхланнă пек шутланнă. Халĕ çак çырма-çатрана Типĕ çырма теççĕ.