Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Операци ачасен хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă

Операци ачасен хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă

Шкул ачисен çуллахи каникулĕ вĕçленчĕ. Сентябрĕн 1-мĕшĕнче районти вĕрентỹ учрежденийĕсенче ачасене Пĕлỹ тĕнчине йыхравлакан пĕрремĕш шăнкăрав янăрарĕ. Çĕнĕ вĕренỹ çулĕ пуçланнă хыççăн çул çинчи куçăм тата ытларах, кăткăсрах пулĕ. Чăваш Республикинчи шалти ĕçсен тата вĕрентỹ министерствисен йышăнăвĕпе августăн 25-мĕшĕнчен пуçласа сентябрĕн 9-мĕшĕччен «Асăрханăр - ачасем!» операци иртет. Çак тапхăрта водительсен уйрăмах асăрхануллă пулмалла, çул-йĕр правилисене çирĕп пăхăнмалла, çуран каçмалли вырăнсенче ачасене, çынсене ирттерсе ямалла. Сăмах май каласан, кăçалхи çичĕ уйăхра районта аварисен шучĕ иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 25 процент чакнă. Вилекенсем пулман, аманнисем – 3 çын. Çапах та асăрханулăхпа тимлĕхе çухатмалла мар.

А.МАЛЬЦЕВ,
РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи «Батыревский» уйрăмĕн ГИБДД пайĕн начальникĕ.



РЕДАКЦИЯ ШЕМУРШИНСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ
06 сентября 2022
08:59
Поделиться