Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Хастарлăх пысăк

Хастарлăх пысăк

Çуртăмăрсене çут çанталăк газĕпе ăшăтма пуçланăранпа эпир чăн-чăн ырлăха лекрĕмĕр. Килте ăшă, хăтлă, тирпейлĕ. Вут-шанкă та çĕр кăмрăкĕ е брикет хатĕрлесе-туянса хăшкăлмалла мар. Пурнăç - çăтмахри пекех.

Кирек мĕнле ырлăха та упрама пĕлмелле. Газпа пĕлсе усă курманни инкек патне те илсе çитерме пултарать. Инкек-синкекрен асăрханма е ăна сирме Шăмăршăри газ участокĕн (ертỹçи - А.Хакимов) аварипе диспетчер службин ĕçченĕсем ырми-канми тимлеççĕ.

Хăйсен ĕçне чунтан парăнса тăвакансен шутĕнче - Андрей Младшев слесарьпе Ман- сур Садретдинов слесарь-водитель. Андрей Геннадьевичăн газ промышленноçĕн тытăмĕнчи ĕç стажĕ - 20 çул, çав шутра аварипе диспетчер службине халалланă вăхăт - 5 çул. Мансур Минкасимович кунта 5 çул тăрăшать. Чăвашпа тутара пĕрлехи ĕç çывăх туслаштарнă. Ĕçтешсем кирек епле лару- тăрăва та пĕрле сỹтсе яваççĕ, ĕç-пуçа пĕрле тăваççĕ. Иккĕш те пуян опытлă, тăрăшуллă та яваплă. Юлташсем, талăкĕпех дежурствăра тăнă май, аварисене сирсе ярассишĕн, юсав ĕçĕсене вăхăтлă тăвассишĕн ăсталăхпа тимлĕхе шеллемеççĕ. Пилĕк минут хушшинчех чĕннĕ вырăна çитсе уйрăм хуçалăхсене е учрежденисене тивĕçлĕ пулăшу параççĕ. Пушăрах вăхăтра газ оборудованийĕсен юсавлăхне тĕрĕслеме те ĕлкĕреççĕ.

А.Младшев чăвашпа М.Садретдинов тутар - ĕçри юлташĕсемшĕн çутă тĕслĕх.



РЕДАКЦИЯ ШЕМУРШИНСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ
06 сентября 2022
08:56
Поделиться