Сыватмăш пулсан сывлăх çирĕп пулĕ сан
Райççей Федерацийĕн «Кил çывăхĕнче медицина пулăшăвĕ парасси» («Обеспечение шаговой доступности медицинской помощи») программипе Анат Чаткасра çĕкленĕ амбулаторие августăн 31-мĕшĕнче патшалăх комиссийĕ йышăнчĕ. Республикăра çĕнĕрен тăвакан 6 медицина учрежденийĕнчен кунти объект чи малтан комисси тĕрĕслевĕ витĕр тухма хатĕр пулчĕ.
Комисси (ун йышĕнче - Анат Чаткас ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Лариса Петрова, Шăмăршăри «Строитель Плюс» тулли мар яваплă организацин ертỹçи - генеральнăй директорăн тивĕçне вăхăтлăх пурнăçлакан Евгений Быков, çак организацин учредителĕ, ЧР тава тивĕçлĕ строителĕ Николай Быков, Чăваш Республикин Строительство, архитектура, çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министерствин «Республикăн пĕрлехи заказчик служби» хысна учрежденийĕн представителĕ, строительство контролĕшĕн яваплă Владимир Глотов, ЧР тава тивĕçлĕ строителĕ Николай Головинский, район тĕп больницин тĕп врачĕ Ирина Смирнова) сыватмăш çуртне тĕплĕн тĕрĕслесе тивĕçлĕ хак пачĕ.
Ял варринчи сыватмăш çурчĕ тултан та, шалтан та илĕртỹллĕ, хăтлă. Çĕнĕ технологие пăхăнса тунăскер хулари учрежденисенчен пĕртте кая мар! Парта, хăмăр, сĕт тĕслĕ учреждени йĕри-тавра хура тимĕр карта тытнă.Амбулатори территорине кĕмен çывăхри çĕр лаптăкне тата шкула çитерекен 37 метр тăршшĕ тротуара (тỹлевсĕрех!) асфальтланă.
Амбулатори территорине «Васкавлă пулăшу» машини кĕрсе çаврăнмалăх ирĕклĕх хăварнă. Сывлăх тĕлĕшĕнчен хавшак çынсем - сусăрсем çинчен те ман-ман: сыватмăш алăкĕ патне коляскăпа пыма пандус тунă, алăк çывăхне çирĕплетнĕ хăма çине Брали азбукипе (куç курманннисем валли ку) учреждени ячĕпе ĕç вăхăтне çырнă.
Учреждение кĕрсен... куçа савăнтараканни, чун-чĕрене çĕклекенни, лайăх енчен тĕлĕнмелли - тем чухлех. Урайне те, стенапа маччана та Европа стандарчĕллĕ материал сарнă-çыпăçтарнă-сăрланă. Шурă, сăрă тата сĕт тĕслĕскерсем учреждение ирĕклĕ те пысăк кăтартаççĕ, кăмăла уçаççĕ. Тем чухлĕ пỹлĕм кунта: медицина ĕçченĕсен, эмел упрамалли, процедурăсем валли, санитари узелĕ... Пластик чỹречесем пỹлĕмсене ăшăпа тата çутăпа тивĕçтерĕç. Ăшă системи те хатĕр. Сăмах май, газпа ăшăнмалли система е оборудовани стройран тухас пулсан ăна ылмаштармалли электрооборудовани те юнашарах. Шанчăклă та меллĕ! Пушар сигнализацийĕ те лайăх ĕçлет, электричество та пур. Кунта ĕçлекенсем, пациентсем оптоволокно урлă кĕрекен интернетпа та чăрмавсăрах усă курма пултарĕç.
Комисси строительствăна тỹпе хывнă строительсен, монтажниксен, элекриксемпе газовиксен ĕçĕнче кăлтăксем тупаймарĕ. Веçех йĕркеллĕ, тĕрĕс. Хăрушсăрлăх техникине çирĕп пăхăнни куç кĕрет. Çывăх вăхăтра сĕтел пукан кỹмелли-вырнаçтармалли, чỹречесем çине жалюзи çирĕплетмелли тата ăшă системине газ ярса сыпăнтармалли çеç юлнă. Апла тăк, Анат Чаткас ял тăрăхĕн çыннисем сывлăха тĕрĕслеттерме-сипленмешкĕн çывăх вăхăтра çĕнĕ сиплев учрежденине çỹреме пуçлĕç. Вĕсене пĕр тухтăрпа икĕ медсестра йышăнĕç.
Сыватмăша тăвакансене, тĕрлĕ шайри ертỹçĕсене вара ял-йыш ятĕнчен çĕре çити пуç тайса тав сăмахĕ калас килет: «Эсир халăх сывлăхăшĕн тăрăшни хăвăршăн та ыррипе таврăнтăр!»