Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Çĕр улми аври ан пултăр пушар палли

Çĕр улми аври ан пултăр пушар палли

Çантал ăк типĕ те шăрăх тăрать. Çавăнпа та пушар тухасран уйрăмах асăрхануллă пулмалла. Кирек ăçта пулсан та, уçă çĕрте вут чĕртме юрамасть. Халĕ ялсенче çынсем пикенсех çĕр улми кăлараççĕ, авăрсене çунтарса яма тăрăшаççĕ. Юлашки вăхăтра кашни кунах ялсенче сĕрĕм-тĕтĕм карса илнине асăрхама пулать. Сывлама та йывăр, уçăлса çỹреме те кансĕр. Кил çывăхĕнче ăпăр-тапăр çунтарни çав тери хăрушă. Вут алли вăрăм теççĕ, хуралтăсене хыпса илес хăрушлăх пысăк. Пушар хуралĕн ĕçченĕсем çанталăк шăрăх тăнăран çурт çывăхĕнче вут чĕртмелле маррине тепĕр хут аса илтереççĕ.



02 сентября 2022
09:49
Поделиться