Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Пирвайхи шăнкăрав - куç пек кĕтнĕ кĕрхи янăрав...

Пирвайхи шăнкăрав - куç пек кĕтнĕ кĕрхи янăрав...

Шăрăх çу кунĕсем - каникулăн ытарми вăхăчĕ - хыçа юлчĕç. Урамра тус-тантăшпа вăйă выляни, çывăхри кỹлĕре чăмпăлтатни, вăрманта çырла пухни, пахчара çум çумлани, хирте аслисемпе тан утă пуçтарни, пушă самантсенче кăсăклă кĕнеке вулани - веçех-веçех хыçа юлчĕ халь шкул ачисемшĕн. Умра - сентябрь, çĕнĕ вĕренỹ çулĕн пуçламăшĕ.

Пĕлỹ кунĕ кашни хĕрачапа арçын ачашăн савăнăçлă, çав хушăрах хумхануллă. Уйрăмах пĕрремĕш хут шкул сукмакĕпе утаканшăн тата юлашки вĕренỹ çулне пуçлаканшăн пăлхануллă вăл. 2022-2023-вĕренỹ çулĕнче 1-класа - 103, 9-класа - 157, 11-класа 65 ача каять. Районĕпе пурĕ 1383 вĕренекен парта хушшине ларчĕç. Вĕсене пуян опытлă вĕрентекенсем пĕлỹ тĕнчине ертсе кĕчĕç, тĕрлĕ наука урлă пĕлỹпе хăнăху илме чунтан пулăшĕç.

Кăçалхи вĕренỹ çулĕшĕн çĕнĕлĕх те сахал мар пулĕ. Вĕренекенсене патриотизмла воспитани парас ĕç малта тăрĕ. Çавна май шкулсенче вĕренỹ эрнисене Раççей тата Чăваш Ен Гимнĕсенчен пуçлĕç. Пĕлỹ çурчĕсенче Çĕр-шыв тата Республикăмăр Гимнĕсен сăмахĕсем, ялавĕсемпе гербĕсем пурте курăнакан вырăнта пулмалла. Республика шайĕнчи «Шкул музейĕ», «Шкул театрĕ», «Шкулти массăллă информаци хатĕрĕсем» проектсем туллихăватпа ĕçлемелле. Паллах, волонтер юхăмне те малтанхиллех ачасене хастаррăн явăçтармалла. Ку паянхи политика лару-тăрăвĕ ыйтнипе çеç мар, ачасенче гражданла позицие çирĕплетессипе те çыхăннă.

Хальхи пурнăçра çирĕп пĕлỹ утăмсерен кирлине ăнланатпăр. Цифра аталанăвĕн тапхăрĕнче «Точка Роста» центр самана таппипе килĕшỹллĕ. Юлашки çулсенче Шăмăршă, Пăчăрлă Пашьел, Карапай Шăмăршă, Палтиел вăтам шкулĕсенче çак центр вăй илчĕ пулсан, кăçалхи сентябрĕн 1-мĕшĕнче ăна Васан тĕп шкулĕн икĕ вĕренỹ пỹлĕмĕнче уçрĕç. Шăмăршă район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Александр Чамеев, район администрацийĕн вĕренỹ тата çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Николай Ендиеров, район администрацийĕн вĕренỹ тата çамрăксен политикин пайĕн начальникĕн çумĕ Елена Кудряшова, Васан ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Юрий Ильин, Васан тĕп шкулĕн директорĕ Екатерина Лаврентьева чаплă лару-тăрура физикăпа информатика тата биологипе хими пỹлĕмĕсенче РФ Вĕренỹ тата çамрăксен политикин "Вĕренỹ" наци проектне тĕпе хурса «Точка Роста» центр уçрĕç.

Вĕренекенсене пĕлỹ тĕнчипе хăюллăн утма ырлăх-сывлăх, ăнтăлупа хавхалану сунчĕç. Хĕрлĕ хăйăва шкулти чи пултаруллă вĕренекенсем - Олег Краснов, Данил Толстов, Анна Локтина - касма тивĕçрĕç. Тăвăллăн алă çупнă хыççăн кашни вĕренỹ пỹлĕмне кĕрсе çĕнĕ, хальччен курман оборудованипе тата хатĕрпе паллашрĕç. Районти вĕренỹ пайĕн ĕçченĕ Елена Вадимовна Кудряшова кăтартнă-ĕçлеттернĕ вĕрентỹ хатĕрĕсемпе - компьютерпа, шахмат зонин оборудованийĕпе, 3d-принтерпа, аккумуляторпа тата алăпа ĕçлекен ĕç хатĕрĕсемпе, виртуаллă чăнлăхăн шлемĕсемпе, хими реактивĕсен комплекчĕсемпе, опыт тата лаборатори ĕçĕ тумалли оборудованисемпе, квадрокоптерсемпе, пурнăç хăрушсăрлăхне вĕренмелли тата пирвайхи пулăшу памалли хатĕрсемпе, фотоаппаратсемпе кăсăкланчĕç.

Çапла, хальхи шкул ачишĕн пĕлĕвне туптама тем тĕрлĕ май та пур. Вĕсемпе пĕлсе усă курсан, тăрăшсан, çине тăрсан ỹсĕм çулĕ çине тухатех вĕренекен. Пĕлỹ сукмакĕпе хавхаланса, такăнмасăр утăмлама, ăнăçу картлашкипе çỹлтен çỹле улăхма сывлăх, кăсăклăх, ăнтăлу сунатпăр сире, ачамăрсем, мăнукăмăрсем - Çĕр-шывăмăрăн пулас хуçисем!



02 сентября 2022
09:52
Поделиться