Шкулсăр, клубсăр, библиотекăсăр тата... çамрăксемсĕр
«...СĂР» тесе çырма тем пек юратмастăп пулин те (тĕслĕхрен: укçасăр, хуçасăр, правасăр тата ыт.те), командировкăна кайма мана çак сăмах вĕçĕ хистерĕ. «Сăр» тени мĕн те пулин çуккине пĕлтерет вĕт-ха. Эппин, халăх мĕншĕн-тĕр пăшăрханать, хаçат редакцийĕнчен пулăшу кĕтет.
...Кивĕ Шăмăршă ялне малашлăхсăр тееймĕн. Асфальт сарнă урам та (кунти пек тикĕс çула кашни ял ăмсанĕ!), çуртсене çут çанталăк газĕ ăшăтни те, нумайăшĕ кермен пек илемлĕ çуртсем туса лартни те Кивĕ Шăмăршă чăннипе кивĕ маррине, кунта ĕçчен те çут ĕмĕтлĕ çынсем пурăннине çирĕплетет. Хут çинче 145 килĕ (çав шутра вăтăрăшĕ - пушă çуртсем) шутланакан ялта 300-е яхăн çын пурăнать. Чăнах та, çамрăк-сем сахал.
- Клубсăр, библиотекăсăр, шкулсăр яла çамрăксем юлманнинчен тĕлĕнме кирлĕ-и? - терĕ Васан ял тăрăхĕн депутачĕ Герман Ларшников. - Чăнах та, çурчĕсем пур-ха, анчах та патне пыма хăрамалла.
Чи малтанах ялти клуб историне аса илер.
1924 çулта Кивĕ Шăмăршăра чиркỹ туса лартнă, 1940 çулта ăна влаçсем хуптарнă. Пупне арестлесе тĕрмене хупнă. Мĕнпе айăпа кĕнĕ-ши тĕн çынни? Совет влаçне хирĕç калаçнă имĕш. Тен, чиркĕве хупма шухăшласа кăларнă сăлтав çеç тупнă?
Чиркỹ çуртне юсаса-çĕнетсе клуб уçнă, библиотека валли те вырăн тупнă.
1986 çулта ялта культурăпа спорт комплексĕ тума тĕллев лартнă, проектне те хатĕрлесе çирĕплетнĕ. Котельнăй туса лартнă, тимĕр бетон плитасем кỹрсе тăкнă.
Телей пỹрмен çав Кивĕ Шăмăршă ялне: «çỹлтисем» проекта пăрахăçланă, котельнăя иштернĕ, плитасене урăх стройкăна турттарса кайнă.
Кивĕ çурт - кивĕ çуртах, çĕннине тăвас ыйту çивĕч тăнă. Вара районтисем Васанти кивĕ шкул çуртне кунта куçарса килсе клуб тума йышăннă. Куçарса килнĕ, кăптăр-каптăр хăпартса та хунă. Те васканипе, çĕрĕшме пуçланă пĕренесене те улăштарман, мăкне те лайăх шаккаман, çавăнпа клубра хĕлле яланах сивĕ пулнă.
Ахаль клуб çеç мар, «социаллă культура центрĕ» ятлă пулса тăнă çак учреждени. Кунта, клубсăр пуçне, библиотека та, пуçламăш шкул та, медпункт та вырнаçнă. Çак центра савăнăçлă лару-тăрура уçма Чăваш Енĕн пĕрремĕш Президенчĕ Николай Федоров та килнĕччĕ.
Çул хыççăн çул иртрĕ, кивĕ çурт-йĕр кивелнĕçем кивелсе пычĕ. 120 вырăнлă зала та хутса ăшăтма пăрахрĕç. Ăшăтакан системăна тĕрĕс мар вырнаçтарнипе, котельнăй çак пысăк çурта нимĕнле усă та парайман. Пăрăхсене касма тивнĕ, халĕ хĕлле медпункт тата клубăн пĕр пĕчĕк пайне çеç ăшăтаççĕ.
Культура çуртне (клуб ячĕ çапла) тул енчен шурă кирпĕч купаласа çĕнĕ сăн кĕртме шутлани те усă парайман. Стена ишĕлме пуçланă, халĕ ун çумĕпе иртсе çỹреме те хăрамалла. Енчен те ача-пăча çине кирпĕч ỹксен? Ача-пăча вылямалли площадкăна, миллион çурă тỹлесе, клуб хыçне туса лартни те ял çыннисене килĕшмест. Кунта халь ачасем çукпа пĕрех, выляма хăйăр килсе тăкасчĕ хуть!
Ишĕлекен çуртра халĕ нимĕнле ĕç те пымасть. 2009 çулта заведующи штатне те пĕтернĕ. Пуçламăш шкул та хупăннă. Тахçан 7 пин экземпляр ытла кĕнеке пулнă библиотекăна та Мамай çарĕ килнĕ пек аркатса-тустарса тăкнă...
Ас тăватăп-ха, Кивĕ Шăмăршă артисчĕсем, хамăр районта çеç мар, республикăра та, ун тулашĕнче те чапа тухнăччĕ. Кунти фольклор ушкăнне «халăх коллективĕ» ят та панăччĕ. Районти кашни Акатуйрах, кашни уяврах Кивĕ Шăмăршă юрăçисемпе ташăçисем пурне те ырă тĕслĕх кăтартнă.
Халĕ те юрлаççĕ-ташлаççĕ-ха, анчах сивĕ клубра питех савăнас килмĕ. Çамрăксемпе ачасем каçсерен Культура çурчĕн крыльци умне пуçтарăнаççĕ.
Герман Николаевич Ларшников, культура ĕçĕшĕн чĕререн çунаканскер, фольклор ушкăнĕ ан салантăр тесе чунтан тăрăшать. Шел, ăшă сăмах кăна сивĕ çурта ăшăтаймасть çав. Çивиттийĕ шăтса пĕтнипе, çумăр çунă чух, унтан та кунтан шыв анать. Çакăн пек йывăр условисенче те юрлама-ташлама хевте çитерекен çынсем пурри савăнтарать.
Яла çĕнĕ клуб кирлех! Ялан киввине çеç юсани-саплани Кивĕ Шăмăршă ялне малашлăхсăррисен шутне кĕртнине çирĕплетет. Клуб пулсан, библиотека ĕçлесе кайсан çамрăксем те хулана тармĕччĕç, çемьеллĕ пулсан, ача-пăча çуратсан çĕнĕрен шкул уçас ыйту та татăлĕччĕ.