Лайăх пырсан вырма - кăмăллă хаçатра çырма
ВĂРМАН хĕрринчи Карапай Шăмăршăпа Çĕнĕ Тăрăнта пурăнакансем, Киров ячĕллĕ колхоза салатса ярсан, районти хăш-пĕр ял çыннисем пек: «Хурах, пĕтрĕмĕр!» - тесе нăйкăшмарĕç. Мĕн ĕлĕкрен ĕçлеме юратакан, йывăрлăхсем умĕнче пуçа усман халăх пăтрашуллă вăхăтра та аллине усмарĕ. Çĕр хуçисем тупăнчĕç, пушă ларакан витесене те ишме-салатма памарĕç. Пĕрин хыççăн тепри фермер хуçалăхĕсем йĕркелесе унчченхи Киров ячĕллĕ колхозăн чыслă ятне çĕре ỹкермерĕç.
«Шел, колхоз ялавĕ çухалнă, - çакăн пек пăшăрханса калаçнине илтрĕм ял çыннисем хушшинче. - Истори валли лайăх экспонатчĕ. Ялав пире хамăрăн мухтавлă председательсене - вăрçăра паттăрла вилнĕ Леонтий Падюкова, мирлĕ вăхăтра колхоза çĕкленĕ Петр Петькова, хуçалăха районĕпех мала кăларнă Василий Елисеева тата ыттисене аса илтерсе тăратчĕ».
Карапай тăрăхĕнче манăн тахçанхи туссем нумай. Вĕсенчен пĕри - Виктор Александров. Профессийĕпе вăл - шофер, анчах хăйĕн ĕçĕнче агрономран та, зоотехникпа ветеринартан та, инженертан та кая мар пĕлет.
Пĕррехинче эпĕ Виктор Георгиевича çак йĕркесене халалланăччĕ:
Ирĕк парăр Александрова
- Çавăрса çапать вăл тăва!
Ỹстерет тар тăкса тырă,
Кăмăлĕ ун çав тери ырă.
Витесем те выльăхпа тулли,
Епле илемлĕ Викторăн кулли!
Хăйĕн çывăх тăванĕн - Олег Хлюкинăн фермер хуçалăхĕнче управляющи ĕçне тỹрĕ кăмăлпа туса пырать Виктор Георгиевич. Хăçан килетĕн - яланах йĕркеллĕ те тирпейлĕ кунта. Хирте те, фермăра та ĕç ăнса пырать. Тăрăшакансене Турă та пулăшса пырать тесе ахальтен каламан пуль ĕлĕкхи ватăсем.
Вырма ĕçĕсем те кал-кал пулса пыраççĕ кунта. Ĕлĕкхи юлташăм - Валерий Емельянов - кăçал та комбайн штурвалĕ умне ларнă. Ăна Сергей Сидоров пулăшать.
Тепĕр комбайнерпа унăн помощникĕ те - Виктор Харитоновпа Василий Стрижов - ĕçре хастар çынсем. Комбайнсем патĕнчен йĕтем çине тырă турттарса тăракан Владимир Александров водителе те мухтамалла. Йĕтемри пур механизм та пĕр тикĕс ĕçлесси Николай Гаврилов машинистран нумай килет.
«Хир - йĕтем - сушилка - склад - пирĕн ĕç ăнса пырать!» - шỹтлеççĕ тырă тасатакансем.
Владимир Алексеевпа Татьяна Иванова хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче те уй-хир ĕçĕсем кал-кал пулса пыраççĕ. Тыр-пул тухăçĕ пур çĕрте те лайăх, кĕрхи тулă та, урпа та, çурхи тулă та кăмăла çĕклеççĕ.
Блокнот çинче хушаматсем тата та пур-ха. Вĕсене вырма вĕçленсен - ял ĕçченĕсен уявĕнче - хаçатра лайăхпа кăна асăнăп. Тен, хитре тĕрленчĕк е очерк шăрçаланĕ.
Ĕçсем пырсассăн ăнса чун-чĕре тăрать савăнса!