Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

"Нумай пулсан тырă _ чунра ырă-ырă", _ тет Надежда Угарина фермер

"Нумай пулсан тырă _ чунра ырă-ырă", _ тет Надежда Угарина фермер

ЧИПЕР сăн-питлĕ, ĕçре вăр-вар çак чăваш хĕрарăмĕ фермер пулмах çуралнă пулĕ. Мĕншĕн çапла калатăп-ха? Çĕр ĕçне чунтан юратать вăл, выльăх-чĕрлĕх пăхма та килĕштерет, бухгалтери докуменчĕсене те тĕрĕс те вăхăтра çырса хатĕрлет.

 Сăмахăм Надежда Угарина пирки пырать-ха. Хăйĕн фермер хуçалăхне регистрациленĕренпе 30 çул çитни çинчен кула-кула пĕлтерчĕ Надежда Михайловна:

_ Мана районти чи ватă фермер тесе çырма та пултаратăр. Çулпа ватă мар пулин те, ĕç стажĕ самаях пысăк. Вăтăр çул хушшинче темле йывăрлăха та тỹссе ирттернĕ, çапах та çĕртен сивĕнмерĕмĕр.

 276 гектар çинче тыр-пул çитĕнтернĕ Н.Угаринăн хресчен (фермер) хуçалăхĕ. Ылтăн тĕс çапнă уй-хир кунсерен мар, сехетсерен пушанса пырать.

_ Ĕненетĕр-и: кĕрхи тулă кашни гектартан 45-шер центнер тухрĕ, _ савăнăçне пытармасть Надежда Угарина. _ Кăçал та ăна 50 гектартан кая мар акса хăварасшăн. Вăрлăх çителĕклĕ, минерал удобренине вара пĕлтĕрех туяннăччĕ. Çĕр хатĕр, çумăр çăвасса çеç кĕтетпĕр. Типсе кайнă тăпра çине аксан усси сахал. Нумай пулсан тырă _ чунра та ырă-ырă вĕт!

NOVA-340 комбайн çĕнĕ-ха, унпа виççĕмĕш çул çеç тыр-пул пуçтарса кĕртеççĕ. Сергей Угарин, техникăна мĕн ачаран юратаканскер, комбайна çав тери тирпейлĕ тыткалать. Хальхи вăхăтра вăл урпа уйĕнче ĕçлет, çак культура та пысăк тухăçпа савăнтарать.

Пуянкасси ял тăрăхĕнче ăнăçлă ĕçлесе пыракан фермерсем тата та пур. Акă Геннадий Макаровах илер. Çĕр ĕçĕнче те, выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче те çитĕнỹ хыççăн çитĕнỹ тăвать вăл. Макаровсем çемйипех фермер ĕçĕпе тачă çыхăннă. Шăллĕ _ Олег _ виçĕ çул каялла хăй фермер пулса тăнă. Геннадий Николаевичăн тепĕр шăллĕ _ Виталий _ паян уй-хир карапĕн штурвалĕ умĕнче. ACROS-530 комбайн _ 15 çул каяллах туяннă пулин те _ тирпейлĕ усă курнипе çĕнĕ пекех курăнать.

_ "Чăхăмлама" пăхать хушăран, _ шỹтлет Виталий Николавич. _ Мана итлет-ха, урăх çын ларсан унпа ĕçлеймест те. Çак кунсенче вĕр-çĕнĕ комбайн килсе çитмелле, вара "ветерана" тивĕçлĕ канăва яратпăр.

Вун çиччĕмĕш вырмана хутшăнать Виталий Макаров, тыр-пул кăçалхи пек вăйлă çитĕннине ас тусах каймасть. _ бункер хăвăрт тулать, _ терĕ вăл кăмăллăн. _ Урпа тухăçĕ пысăк. Ытти культура та савăнтарасса кĕтетпĕр.

"Колос" Агрофирмăна та çитсе куртăмăр çак кун. Хуçалăх ертỹçи Олег Кузнецов та 100 гектар çинчи урпа гектартан 30-шар центнер ытла тухни çинчен пĕлтерчĕ. Александр Петровпа Юрий Мресов комбайнерсене _ иккĕшĕ те Дон-1500-пе ĕçлеççĕ _ мухтаса калаçрĕ. Николай Захаров водителе те ырламасăр хăвармарĕ, ытти рабочисем пирки те лайăх сăмахсем çеç каларĕ.

_ Кĕр акине хатĕр эпир, çумăр çуса çĕре нỹрлентерессе çеç кĕтетпĕр, _ терĕ Олег Васильевич. _ 85 гектар акасшăн кĕрхи тулă, минерал удобренийĕсемпе туллин усă куратпăр.

Елена Пондякова фермер хуçалăхĕ _ Чаткас тăрăхĕнче. Кунта ACROS-585 комбайнпа Сергей Козлов пăрçа пуçтарса кĕртет. Çак культурăн хутаçĕсем пысăк, пĕрчисем те шултра. Паллах, тухăçĕ те лайăх.

Пăрçа пирки каланă май, темиçе çул каялла районта туса илме те пăрахнăччĕ. Пĕртен-пĕр Валерий Еремеев кăна темиçе гектар çинче акса çитĕнтеретчĕ. Кăçал акă пăрçана юратакансем нумайланнă. Юрий Лепешкин фермер хăй акса çитĕнтернĕ 30 гектар çинчи пăрçа гектар пуçне 40-шер центнер тухăç пани çинчен каларĕ. Юрий Алексеевич çавăн пекех соя тата çу паракан кăшман (вырăсла _ редька масличная) çитĕнтерет. Çак кăшманăн тымар çимĕçĕ çук, унăн вăрлăхĕпе çеç усă кураççĕ. Кăшман 1,5-2 метр çỹллĕш çитĕнме пултарать, вăрлăхĕнче 50 процент таран çеç пур. Унпа биотопливо хатĕрлеме усă кураççĕ. Ешĕл массăна выльăхсем те юратса çиеççĕ. Чечекĕ пыл хурчĕсене илĕртет. Кунсăр пуçне, çу паракан кăшман тăпра пулăхне нумай ỹстерет. Килти пахчана аксан çĕр улмине пысăк сиен кỹрекен тымар хуртне (проволочник) пĕтĕмпех пĕтерет. Çу паракан кăшмана кĕркунне те, çуркунне те акма юрать.

"Победа" ОООра пулни те кăмăла çĕклерĕ. Тырă хумалли çĕнĕ ангар хиртен килекен тухăçпа тулсах пырать. Тырă тасатса типĕтекен агрегатсем те сехет механизмĕ пек тикĕс ĕçлеççĕ.

Хуçалăхра пĕрчĕллĕ тата техника культурисем 1 пин гектар ытла йышăнаççĕ. Çав шутра хĕвел çаврăнăшĕ _ 300 гектар. Соя та акса тăваççĕ. Хăйсен çĕрĕ çителĕксĕррипе, Пăчăрлă Пашьел хирĕсенче 300 гектар çинче кĕр тыррисем çитĕнтернĕ. Çĕре пушă вырттарманшăн, вăйлă тыр-пул туса илнĕшĕн "Победа" ООО ертỹçине Владимир Абсалямова ырламалла кăна.

Кĕр тыррисене пухса илнĕ хыççăн комбайнсем урпа уйне куçнă. ACROS-550 комбайнпа ĕçлекен Андрей Кубанова Виçпỹрт Шăмăршă ялĕ питĕ килĕшнĕ. Хăй вăл Ульяновск хулинчен, ашшĕпе амăшĕ Ульяновск облаçĕн Чăнлă районĕнчи Чăвашкасси ялĕнчен иккен. Тĕне кĕмен чăвашсен ялĕнче çуралнăскер, Виçпỹрт Шăмăршăра та тăванĕсене тупнă.

Чи аякри ялта  Василий Павлов фермер хуçалăхĕ вырнаçнă. Хĕрлĕ Васан паççулккинче те вырма ĕçĕсем хĕрỹ пыраççĕ. Кĕр тыррисене вырса çапнă хыççăн Евгений Янгалаков хăйĕн Полесье-1218 комбайнне урпа уйне илсе тухнă. "Тухăç аван, юлашки çулсенче кăçалхи чухлĕ тыр-пул пуçтарса кĕртни пулманччĕ-ха", _ терĕç пире йĕтем çинче ĕçлекенсем.

Çакă савăнтарчĕ: темиçе çул каялла уй-хирпе "Нивăсемпе" "Донсем" çеç ĕçлетчĕç пулсан, халĕ вĕсене пысăк хăватлă тата энергие перекетлекен комбайнсем улăштарнă. Çамрăксене ĕçлеме лайăх, пысăк кабинăра ирĕк те уçă. Сывлăша вĕртерсе уçăлтарнипе шăрăх çанталăкра та ĕçлеме кансĕр мар.

Манпа пĕрле район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ Олег Алексеев çỹрерĕ, ял ĕçченĕсемпе тĕл пулса калаçрĕ. Шăпах çакăн пек пулмалла та район администрацийĕн ĕçченĕн: çивĕч ыйтусене татса пама пулăшмалла, тăрăшакансене ăшă сăмахпа хавхалантармалла, кирлĕ чух асăрхаттарма та пĕлмелле. Олег Николаевича çĕр ĕçченĕсем хисепленинчен пĕрре те тĕлĕнме кирлĕ мар.



РЕДАКЦИЯ ШЕМУРШИНСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ
18 августа 2022
13:56
Поделиться