Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Улăха антăм, утă çултăм...

Улăха антăм, утă çултăм...

ВЫРМА ĕçĕсем сарăлнипе пĕрлех районта выльăх апачĕ хатĕрлесси те кал-кал пулса пырать. Хальлĕхе фермер (хресчен) хуçалăхĕсем 1380 тонна утă, 2400 тонна сенаж хатĕрленĕ. Кашни условнăй пуç выльăха 12,3 центнер апат единици тивет. Хальхи вăхăтра нумай çул ỹсекен курăксене иккĕмĕш хут çулса утă хатĕрлеççĕ.

А.П.Егоров тата Г.Н.Макаров фермерсем сенаж хатĕрлессипе ăнăçлă ĕçлеççĕ. О.Хлюкин фермер та çак апата 1500 тоннăран кая мар хатĕрлеме палăртать. И.Н.Быков, Ф.С.Рахматуллов хуçалăхĕсем те выльăх апатне нумайрах хатĕрлессишĕн тăрăшса ĕçлеççĕ.

Витесене хĕле хатĕрлес ĕçсем те пыраççĕ. Районта пысăк выльăх-чĕрлĕх фермисем 9 шутланаççĕ. А.Егоров пуринчен малтан витесене дезинфекци туса тата шуратса тухнă. Ытти фермерсен те васкавлăрах ĕçлемелле. Пур çĕрте те вите урайĕсемпе алăксене тата чỹречесене ăшă çанталăкра юсассишĕн тăрăшмалла.

Районти фермер хуçалăхĕсенче 1124 пуç мăйракаллă шултра выльăх усраççĕ. Выльăх апачĕ çителĕклĕ хатĕрлени фермăсенчен продукци илессине ỹстерме май парĕ.



РЕДАКЦИЯ ШЕМУРШИНСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ
16 августа 2022
13:45
Поделиться